Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тăван чӗлхе

Ульяновскри Акатуй кăçал иккӗмӗшӗнче

Акатуй Чӗмпӗр вăхăчӗпе 11:00 сехетре пуçланса 16:00-ччен тăсăлать. Хăнана Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрне Сергей Морозова, Чăваш наци конгресӗн президентне Николай Угаслова та кӗтеççӗ чăвашсем.

Июнӗн 2-мӗшӗнче Ульяновскри «Çӗнтерӳ» паркӗнче «Акатуй-2018» иртет. Ăна облаçри Чăваш наципе культура автономийӗ, унăн хулари, районсенчи уйрăмӗсем пӗрле пухăнса ирттереççӗ. Çӗнйӗркелӳ тапхăрӗ пуçлансан хуласенче пурăнакан чăвашсенчен чӗмпӗрсем Акатуя чи малтан ирттерме пуçларӗç. Авалхи уява малалла тăсса пырассин никӗсӗнче хамăр йăласене ачасене вӗрентессине тӗпе хураççӗ Ульяновск облаçӗнче. Акатуй Чӗмпӗр вăхăчӗпе 11:00 сехетре пуçланса 16:00-ччен тăсăлать. Яланхи пекех спорт тата юрă-ташă площадкисем ӗçлӗç. Хăнана Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрне Сергей Морозова, Чăваш наци конгресӗн президентне Николай Угаслова та кӗтеççӗ чăвашсем. Чăваш Республикинчен Елчӗкпе Шăмăршă районӗсенчи фольклор коллективӗсем хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарӗç, Тутарстанран Лайăш районӗнчи Габишевăри чăваш ансамблӗ хутшăнма палăртнă. 

 


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России