Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тăван чӗлхе

Тухья та, кӗнеке те туянчӗç

Шупашкарти «Паха тӗрӗ» фабрика, Чăваш кӗнеке издательстви Нурлатри Уявра курав, суту-илӳ йӗркелерӗç...

Июлӗн 8-мӗшӗнче Нурлатра иртнӗ Чăваш культурин Пӗтӗм Раççейри Уявӗнче çынсен чăваш тумӗсем, эрешӗсемпе кӗнекесем туянма та майсем пурччӗ. Шупашкарти «Паха тӗрӗ» фабрика, Чăваш кӗнеке издательстви ятарласах куравпа суту-илӳ йӗркелерӗç кунта.

«Иккӗмӗш çул килтӗмӗр, кунта пире питӗ килӗшет. Хамăрпа 150 тӗрлӗ 400 ытла кӗнеке илсе килтӗмӗр хальхинче. Вӗсем: кăçал кăна пичетленнисем те, маларах çулсенчисем те. Вулакансем историпе çыхăннă кӗнекесене ытларах ыйтаççӗ. Илемлӗ литература, ача-пăча кӗнекисене нумай туянаççӗ. Чăваш кухни, чăваш тӗрри, музыка инструменчӗсем çинчен çырнисемпе, чăваш пилӗсен кӗнекисемпе, энциклопедипе тата словарьсемпе интересленеççӗ. Вулать кунти халăх чăвашла, уйрăмах ваттисем валли тесе ӗлӗкхи ял пурнăçӗ çинчен çырнă илемлӗ литература кӗнекисене туянасшăн.

Пӗлтӗр пӗрре килсе пăхрăмăр та килӗшнипе кăçал тепре килме шутларăмăр. ТР ЧНКА та чӗнчӗ. Тепӗр çул та килетпӗр пулмалла»,– терӗ кун пирки Чăваш кӗнеке издательствин маркетинг уйрăмӗн ертӳçи Елена Николаевна Иванова. Чăваш кӗнекисем, тухья-хушпу тата чăваш тумӗ туянас кăмăллисем тепӗр çул Уявран юлмалла мар апла. Аса илтеретпӗр, чăваш культурин Пӗтӗм Раççей Уявӗ тепӗр çул Аксу районӗнче иртет. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России