Çулталăк вӗçлениччен ветерансене çуртпа тивӗçтермелле
Самарта çулталăк вӗçлениччен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин мӗнпур ветеранӗсене çуртпа тивӗçтермелле, пӗлтерет хула округӗн администраци сайчӗ. Паянхи кун хулара çак ыйтупа черетре 15 ветеран тăрать, вӗсенчен иккӗшӗ вăрçăра пулнисем. Опека, попечительство тата социаллă пулăшу департаменчӗн ертӳçи С.Найденова пӗлтернӗ тăрăх, кăçал ветерансем валли çурт туянма 39 миллион ытла укçа куçарнă. Социаллă...
Самарта çулталăк вӗçлениччен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин мӗнпур ветеранӗсене çуртпа тивӗçтермелле, пӗлтерет хула округӗн администраци сайчӗ. Паянхи кун хулара çак ыйтупа черетре 15 ветеран тăрать, вӗсенчен иккӗшӗ вăрçăра пулнисем. Опека, попечительство тата социаллă пулăшу департаменчӗн ертӳçи С.Найденова пӗлтернӗ тăрăх, кăçал ветерансем валли çурт туянма 39 миллион ытла укçа куçарнă. Социаллă тӳлевсене 32 ветеран илнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев