Йӗлтӗр çинче 67-мӗш сезон
Лайăш районӗнчи Аслă Кабан ялӗнче пурăнакан ентешӗмӗр Альберт Миронович Кольцов кăçал та районти «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ - 2018» ăмăртăва хутшăнмасăр юлмарӗ. Хальхинче пьедестал çинех хăпарма май килмерӗ ăна, финиша 5-мӗш кăна çитейрӗ. Çакă вăй пӗтнипе мар, конкуренчӗсем 20 çул çамрăкраххипе кăна çыхăннă. Апла пулин те 28 çынран 5-мӗш тухни те...
Лайăш районӗнчи Аслă Кабан ялӗнче пурăнакан ентешӗмӗр Альберт Миронович Кольцов кăçал та районти «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ - 2018» ăмăртăва хутшăнмасăр юлмарӗ. Хальхинче пьедестал çинех хăпарма май килмерӗ ăна, финиша 5-мӗш кăна çитейрӗ. Çакă вăй пӗтнипе мар, конкуренчӗсем 20 çул çамрăкраххипе кăна çыхăннă. Апла пулин те 28 çынран 5-мӗш тухни те лайăх кăтарту.
Йӗлтӗр ăмăртăвӗнче ентешӗмӗрӗн хăйӗн йăли те пур, вăл ăна çуллен тытса пырать, кăçал та акă хăй миçе çултине кура номерне çавăн пеккине илчӗ. Çитес çул, Турă пулăшсан, старта вăл 80-мӗш номерпе тухма хатӗрленет. Шăпах хăйӗн 80 çулхи юбилейне паллă тăвать аслă çулти спортсмен.
Альберт Миронович пысăк стажлă йӗлтӗрçӗ. Хăçан пӗрремӗш хут йӗлтӗр çине тăнине вăл хăй те лайăхах астумасть, çак спортпа вара 4-мӗш класран (1951) «чирлемеллипех чирлет». Çав çултан пуçласа паянхи кунччен пӗр çул та йӗлтӗр ăмăртăвне сиктермен вăл, кашни çулах хутшăнать. Маларах куллен тренировкăсем ирттерсе хатӗрленет.
1957 çулта тăван Октябрьски шкулӗн (Чăваш Ен, Сӗнтӗрвăрри районӗ) чемпионӗ пулса йӗлтӗр спорчӗпе - III, Сӗнтӗрвăрринчи строительство техникумӗнче вӗреннӗ вăхăтра (1961) - II, салтакра (1964) - I разряд илнӗ.
1997 çултанпа вара «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва хутшăнмасăр пӗрре те юлман. Çак вăхăтра вăл пӗрре мар малти вырăнсене йышăнса парнесене тивӗçнӗ. Çитес çула та ӗмӗчӗ пысăк, ăмăртура çӗнтерсе хăйне 80 çулхи юбилейпе парне тума шутлать. Уншăн вăл 68-мӗш сезон пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев