Çеçпӗл усал-тĕселтен сыхлать
Календарĕн пӗр кун та уявсăр иртмест. Паян та апрелӗн 19-мӗшӗнче тӗрлӗ çӗршывсенче çурхи уява паллă тăваççӗ. Уяв ячӗ вара - çеçпӗл кунӗ. Ăна Англи çӗршывӗнче 1984 çулта палăртнă. Анчах та каласа хăвармалла, кашни çӗршывра çанталăк расна, çавна кура çеçпӗлсем январь уйăхӗнчен пуçласа май уйăхӗччен тухма пултараççӗ. Великобританинче чечек шăп апрель...
Календарĕн пӗр кун та уявсăр иртмест. Паян та апрелӗн 19-мӗшӗнче тӗрлӗ çӗршывсенче çурхи уява паллă тăваççӗ. Уяв ячӗ вара - çеçпӗл кунӗ. Ăна Англи çӗршывӗнче 1984 çулта палăртнă. Анчах та каласа хăвармалла, кашни çӗршывра çанталăк расна, çавна кура çеçпӗлсем январь уйăхӗнчен пуçласа май уйăхӗччен тухма пултараççӗ. Великобританинче чечек шăп апрель уйăхӗнче чечекленнине кура уяв та çак уйăхра паллă тăвăнать.
Англире ку чечек питӗ паллă иккене те каласа хăвармалла. Вăл халăх сăмахлăхӗнче те сыхланса юлнă. Тӗслӗхрен, çеçпӗлсене кил тавра лартсассăн, вӗсем усал-тĕселтен те сыхлаççӗ тени тӗл пулать. Вӗсем çеçпӗл чечекне голандецсем тюльпана пăхнă пекех тимлĕх уйăраççĕ иккен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев