Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш театрӗ 100 çул каялла таврăнма чӗнет

(Ирина Кузьмина). К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ килес çул хăйӗн 100 çулне паллă тăвать. Юбилейлă 100-мӗш сезона кăçал кӗркунне Шупашкарта савăнăçлă лару-тăрура пуçларӗç. Аса илтеретпӗр, пӗрремӗш чăваш театрӗ 1918 çулхи январӗн 27-мӗшӗнче çуралнă, ăна йӗркелекенӗ тата пӗрремӗш режиссерӗ пирӗн ентеш, Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки ялӗнче çуралса ӳснӗ И.С.Максимов-Кошкинский...

(Ирина Кузьмина). К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ килес çул хăйӗн 100 çулне паллă тăвать. Юбилейлă 100-мӗш сезона кăçал кӗркунне Шупашкарта савăнăçлă лару-тăрура пуçларӗç.

Аса илтеретпӗр, пӗрремӗш чăваш театрӗ 1918 çулхи январӗн 27-мӗшӗнче çуралнă, ăна йӗркелекенӗ тата пӗрремӗш режиссерӗ пирӗн ентеш, Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки ялӗнче çуралса ӳснӗ И.С.Максимов-Кошкинский пулнă. А.Н. Островскин «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» пьеси тăрăх хатӗрленӗ постановкăна Хусанта лартнă. Шăпах çак спектакльтен пуçланать те чăваш театрӗн летопиçӗ.

Театрăн 100 çулхи юбилейне анлăн паллă тăвасси иккӗленӳллӗ мар-ха, анчах вăл Хусана пырса тивӗ-и? Мӗн тесен те, чăваш театрӗн сăпки çак хула-çке. Хисеплӗ ентешсем, савăнтарма васкатпăр. Пирӗн те театр юбилейӗнче пулса 100 çул каялла «таврăнма» май пулать. К.Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗн тӗп режиссерӗ В. Яковлев «Сувар» хаçата пӗлтернӗ тăрăх, 100 каялла лартнă «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» постановкăна Хусанти çамрăксен театрӗн сцени çинче ларма хатӗрленеççӗ. Хусана чăваш театрӗ çак спектакльпе февраль уйăхӗнче килме планлать. Хальлӗхе спектакль хăш кун пуласси паллă мар-ха, кун çинчен каярах пӗлтерӗпӗр. (Сăнӳкерчӗк К.Иванов ячӗллӗ чăваш патшалăх академи драма театрӗн сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев