Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чӗмпӗрсене кӗпӗрнаттăр саламларӗ

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Ульяновск облаçĕнчи Чăваш наципе культура автономийĕн 20 çулхи юбилейпе саламлама "Губернаторский" Культура керменне кĕпĕрнаттăр та, закон кăларакан Пуху Председателĕ те, вырăнти архимандрит та килсе çитнĕччĕ. Çакăн пек пысăк сума облаçри чăвашсем хăйсен нумай çулхи обществăлла ĕçĕпе тивĕçнĕ. Çавăнпа та юбилярсене саламлама ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ килнинчен...

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Ульяновск облаçĕнчи Чăваш наципе культура автономийĕн 20 çулхи юбилейпе саламлама "Губернаторский" Культура керменне кĕпĕрнаттăр та, закон кăларакан Пуху Председателĕ те, вырăнти архимандрит та килсе çитнĕччĕ. Çакăн пек пысăк сума облаçри чăвашсем хăйсен нумай çулхи обществăлла ĕçĕпе тивĕçнĕ. Çавăнпа та юбилярсене саламлама ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ килнинчен тĕлĕнмелли çук-тăр. Хаклă хăнасен хушшинче самарсене, хусансене, шупашкарсене курма пулчĕ.

Чĕмпĕре 100 çул каялла та чăвашсем пĕлӳ илме çӳренĕ, паян та вĕренме килеççĕ. Кунти чăваш автономийĕ пуçарнипе Раççей шайĕнчи Акатуй ирттерчĕç, аслă вĕрентекенĕмĕре чаплă палăк лартрĕç, чăваш кил-çурт хуçалăхне туса хучĕç. Ытти енĕпе те Чĕмпĕр чăвашĕсем регионсенчи йăхташсене тĕслĕх кăтартса пыраççĕ. Облаçри власть органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени сисĕнет. Тĕрлĕрен проектсене пурнăçа кĕртме пултараççĕ вĕсем.

Хальхи вăхăтра автономие Олег Мустаев ертсе пырать, ун умĕн Владимир Сваев нумай çул тăрăшрĕ ертӳçĕре. Чăваш наципе культура автономийĕн хула варринче хăйĕн уйрăм çурчӗ пур, "Канаш" хаçат редакцийĕ те унтах вырнаçнă.

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр автономи хастарĕсене Тав çырăвĕсемпе наградăланисĕр пуçне чăваш халăхĕн музыка пултарулăхне палăртса Олег Мустаева хуткупăс парнелерĕ. Унăн сассине çийĕнчех тĕрĕслерĕç. Халăх парнепе кăмăллă пулчĕ. Чăваш Республикин парламенчĕн спикерĕ Валерий Филимонов ЧР Пуçлăхĕн саламлă çырăвне вуласа пачĕ. Вăл Шупашкар Чăваш наци конгресĕн черетлĕ юбилейлă съездне ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Унта делегатсем, паллах, çивĕч ыйтăва - тăван чĕлхе шăпине сӳтсе явмалла. Шел, шупашкарсен саламлă çырăвĕн тексчĕ вырăслаччĕ...

Çак ăнланма йывăр япалана Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамлĕн илемлĕ концерчĕ çырлахтарчĕ пек.

Тутарстан делегацине ТР ЧНКА Ĕçтăвком пуçлăхĕн çумĕ Валерий Казаков ертсе пычĕ. Вăл Чĕмпĕрти чăвашсем пирки ăшă сăмахсем каланă майă УОЧНКАна Пăлхарта пурăнакан паллă художникăн Валерьян Киргизинăн кĕрхи пейзажне парнелерĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев