Хушпăва «Планета» кăмăлланă
( Ирина Кузьмина). «Хусан чăвашӗсем» ушкăн юрăçи Елена Корсакова Лайăш районӗнчи Габишево ялӗнчи Культурăпа спорт центрӗн режиссерӗнче ӗçлеме тытăннăранпа Лайăш районӗнче чăваш сасси яр-уççăнах илтӗнме пуçларӗ. Пӗлтӗр Нурлатра иртнӗ Уявра ку район юрăçисем те пӗрремӗш хут хутшăнчӗç. Вырăс хӗрарăмӗсем «Урам айкки кăвак çеçке» юрра чăвашла шăрантарнă чух вӗсем ют халăх...
( Ирина Кузьмина). «Хусан чăвашӗсем» ушкăн юрăçи Елена Корсакова Лайăш районӗнчи Габишево ялӗнчи Культурăпа спорт центрӗн режиссерӗнче ӗçлеме тытăннăранпа Лайăш районӗнче чăваш сасси яр-уççăнах илтӗнме пуçларӗ. Пӗлтӗр Нурлатра иртнӗ Уявра ку район юрăçисем те пӗрремӗш хут хутшăнчӗç. Вырăс хӗрарăмӗсем «Урам айкки кăвак çеçке» юрра чăвашла шăрантарнă чух вӗсем ют халăх çынни пулнине ăнланса та юлмарӗç пуль уяв çыннисем. Кунти «Калинка» тата «Веснавянка» ансамбль юрăçисем хаваспах чăвашла юрлама вӗренеççӗ иккен. Шăпах Елена тăрăшнипе районти халăхсен культурипе çыхăннă пӗр мероприяти те чăвашсемсӗр иртмест халӗ.
- Чăваш ӗçне хам, мăшăрăм тата пирӗн хӗрӗмӗр София хутшăнса тӗслӗх кăтартатпăр. Халӗ акă ман пата юрлама çӳрекен ачасенчен хăшӗ-пӗри манăн анне е манăн атте чăваш текелеме тытăнчӗç, -терӗ вăл.
Елена çак кунсенче каллех палăрма ӗлкӗрчӗ, вăл районти Культура уйрăмӗн отчетлă сессийӗнче пуçласа чăваш куравне йӗркелерӗ. Кун пек чухне пӗр хăвăншăн кăна мар, пӗтӗм нацишӗн яваплăха туятăн, чăваш сасси питех янăраман çӗрте пушшех те. Лена та акă, курав илемлӗ те асра юлмалла пултăр тесе хуплу пӗçерме те ӳркенмен. Чăваш культури мӗнле пуяннине çаплах чăваш тӗррипе, кӗнекипе те, «Сувар» хаçатпа та кăтартнă вăл. Пӗчӗк хӗрӗпе Софийăпа иккӗшӗ презентациленӗ.
Сăмах май, Лена кунти халăха тӗлӗнтерме пăрахмасть. Пӗлтӗр районта медицина ӗçченӗсен уявне илсе килнӗ амăшӗн авалхи хушпăвне «Планета» телекăларăм журналисчӗсем ӳкерсе кайса хăйсен кăларăмӗнче кăтартнă. Çапла Тутарстанăн вырăс районӗ шутланакан районӗнче те чăвашсем пурăннине пӗлеççӗ халӗ. Хальхи вăхăтра та ахаль лармасть пăрчăкан пек чăваш хӗрӗ Елена Корсакова, çӳлерех асăннă ансамбльсене кăçалхи Уява кайма çӗнӗ юрăсем вӗрентет.
Палăртса хăварам, Елена Лайăш районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн хастарӗ. Тăван халăхӗн сумне çӗклесе тӗслӗх кăтартать. Çавăнпа кунти чăвашсен ӗçне ун çине пăхса хаклаççӗ тесен те юрать, вăл вара наци ятне çӳлерен çӳле çӗклеме тăрăшать, мӗншӗн тесен урăхла пултараймасть, пӗлмест.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев