Ку туйра «йӳçӗ!» мар – «тутлă!»
Шупашкарти Балтаев ӳнерçӗсем вăт, чăваш-тăк чăваш! Вӗсен çемйин таланчӗ чăннипех иксӗлми, наци туйăмне вара ăмсанмалăх та пур. Нумай пулмасть кăна-ха кӗçӗн ывăлӗ, 22-ри Асамат Балтаев, Чехире чи лайăх çамрăк медальер пулни, вăл Шупашкарта хăйӗн ӗçӗсен куравне йӗркелени çинчен çыртăмăр. Халӗ акă тепӗр тӗлӗнтермӗш! Вӗсен аслă ывăлӗ Атилла Балтаев (вăл та...
Шупашкарти Балтаев ӳнерçӗсем вăт, чăваш-тăк чăваш! Вӗсен çемйин таланчӗ чăннипех иксӗлми, наци туйăмне вара ăмсанмалăх та пур. Нумай пулмасть кăна-ха кӗçӗн ывăлӗ, 22-ри Асамат Балтаев, Чехире чи лайăх çамрăк медальер пулни, вăл Шупашкарта хăйӗн ӗçӗсен куравне йӗркелени çинчен çыртăмăр. Халӗ акă тепӗр тӗлӗнтермӗш! Вӗсен аслă ывăлӗ Атилла Балтаев (вăл та ӳнерçӗ) чăвашла майпен манакан Шупашкарта шеп кăна чăн чăваш йăлипе туй кӗрлеттернӗ.
Чăваш халăх сайчӗ пӗлтернӗ тăрăх, туйра çӗнӗ йăларан ЗАГСра çырăнассине кăна илнӗ вӗсем. Унта та чăваш тумӗпе кайнă: çӗнӗ кин, тӗслӗхрен, пуçне фата мар, тухья тăхăннă. Çӗнӗ кӗрӳ те шупăр уртнă. Вӗр-çӗнӗ хуняма Людмила Балтаева аслă ывăлӗпе кинӗ валли ятарлă туй кӗписем çӗлесе миçе каç çывăрмарӗ-ши? Чăваш наци тумӗн ăсти пулнăскер, ку ӗçе ют çынсене шанманах ӗнтӗ вăл.
Атилла мăшăра никама та мар, чăваш пикинех суйланă иккен. Чăн та, Мария Чăваш Ен хӗрӗ мар, мăнукӗ çеç. Шел, хăш регион пики пулнине чăваш халăх сайчӗ асăнмасть.
Паллă ӗнтӗ, кун пек туй виçӗ сехетлӗх кăна пулма пултараймасть. Балтаевсен те акă чăваш йăлипе виçӗ кун таранах кӗрленӗ вăл. Çамрăксем пӗрремӗш кунхине ЗАГСра çырăннă, кайран ашшӗ-амăшӗ пиллесе çăкăр-тăвар астивтернӗ. Иккӗмӗш кунхине çӗнӗ хăта кӗрленӗ, сурăх пусса шӳрпе пӗçернӗ вӗсем. Тавăрмине вара Елчӗк районӗнчи асламăшӗ патӗнче тунă.
Палăртса хăварам, туйăн тепӗр йăли - ӗçсе ӳсӗрӗлсе çапăçасси - вара пулман. Мӗншӗн тесен Балтаевсем эрех-сăрасăрах туя туй пек тунă иккен. Çавăнпа кунта хăнăхнă йăлапа « йӳçӗ!» тесе мар, «тутлă!» тесе кăшкăрнă.
Марийăна ӗлӗкхи йăлапа хӗртен арăм тунинчен те тӗлӗнмелле мар. Туйӗ чăвашла-тăк, йăли те чăвашăнах ӗнтӗ. Туй вӗçленсенех, çӗнӗ хăта умӗн, хунямăшӗ унăн пуçӗнчи тухьяна хывса хушпу тăхăнтарнă.
Эпир те, Тутарстан чăвашӗсем, Атиллăпа Марийăна чăваш йăлипех саламласа çапла пиллетпӗр: ватăличчен пӗрле пурăнăр, аçăр-аннӗре, ваттисене хисеплӗр, сӗтел тулли апат-çимӗçлӗ, сак тулли ача-пăчаллă пулăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев