Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Кун хыççăн кун

Апрель, 22 Хӗвел: тухать - 4.21, анать - 19.04, кун тăршшӗ - 14.43. Уйăх: тухать - 3.06, анать - 13.26. Халăхсен хушшинчи Çӗр-анне кунӗ. Уйăх календарӗпе - 26-мӗш кун. Тăвансемпе сирӗн шухă­шăр­сем пӗр килмессе пул­тараççӗ. Хирӗçӳ пуçлама кирлӗ мар. Çак кун çуралнă: Владимир Ленин (1870 - 1924). Апрель, 23 Хӗвел:...

Апрель, 22

Хӗвел: тухать - 4.21, анать - 19.04, кун тăршшӗ - 14.43. Уйăх: тухать - 3.06, анать - 13.26.

Халăхсен хушшинчи Çӗр-анне кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 26-мӗш кун. Тăвансемпе сирӗн шухă­шăр­сем пӗр килмессе пул­тараççӗ. Хирӗçӳ пуçлама кирлӗ мар.

Çак кун çуралнă: Владимир Ленин (1870 - 1924).

 

Апрель, 23

Хӗвел: тухать - 4.19, анать - 19.06, кун тăршшӗ - 14.47. Уйăх: тухать - 3.30, анать - 14.43.

Пӗтӗм тӗнчери кӗнекесен тата автор правин кунӗ.

Акăлчан чӗлхин кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 27-мӗш кун. Канмалла, вăй пухмалла.

Çак кун çуралнă: Лев Прыгунов (1939).

Апрель, 24

Хӗвел: тухать - 4.16, анать - 19.08, кун тăршшӗ - 14.52. Уйăх: тухать - 3.53, анать - 16.05.

Халăхсен хушшинчи çамрăк­сен пӗршухăшлăх кунӗ.

Пӗтӗм тӗнчери лабораторири чӗрчунсене хӳтӗлемелли кун.

Уйăх календарӗпе - 28-мӗш кун. Унчченхи ӗçсене пӗтӗм­лет­ме, йăнăшсене тӳрлет­ме вăхăт.

Çак кун çуралнă: Федор Мадуров (1942).

 

Апрель, 25

Хӗвел: тухать - 4.14, анать - 19.10, кун тăршшӗ - 14.56. Уйăх: тухать - 4.16, анать - 17.29.

Чăваш чӗлхи кунӗ.

Халăхсен хушшинчи ДНК кунӗ.

Хӗр кунӗ.

Радоница.

Пӗтӗм тӗнчери малярипе кӗ­реш­мелли кун.

Уйăх календарӗпе - 29-мӗш кун. Кăмăл-туйăма ирӗ­ке ямалла мар, хăвăрăн кă­мăл­­сăрлăхăра ыттисене кă­тартмалла мар.

Çак кун çуралнă: Иван Яковлев (1848 - 1930), Аль Пачино (1940), Владимир Жириновский (1946), Владислав Третьяк (1952).

 

Апрель, 26

Хӗвел: тухать - 4.12, анать - 19.12, кун тăршшӗ - 15.00. Çӗнӗ уйăх (15 сехет те 4 минутран): тухать - 4.41, анать - 18.55.

Радиаци аварийӗсемпе ка­тастро­фисене лик­видаци­леме хут­шăннисене чысла­малли тата çав аварисенче шар курнисене асăнмалли кун.

Халăхсен хушшинчи секре­тарь кунӗ.

Раççейре нотариат кунӗ.

Тутар чӗлхи кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 30/1-мӗш кун. Тӗллеве пурнăçламашкăн тӗрӗс çул суйласа илме ăнăçлă кун.

Çак кун çуралнă: Габдулла Тукай (1886).

 

Апрель, 27

Хӗвел: тухать - 4.10, анать - 19.14, кун тăршшӗ - 15.04. Уйăх: тухать - 5.09, анать - 20.20.

Раççей парламентаризмӗн кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 2-мӗш кун. Çӗнӗ ӗç пуçлама ăнăçлă кун. Йышăнусене хăвăрт тумалла.

Çак кун çуралнă: Леонид Рошаль (1933), Александр Лаза­рев-кӗçӗнни (1967).

 

Апрель, 28

Хӗвел: тухать - 4.07, анать - 19.16, кун тăршшӗ - 15.09. Уйăх: тухать - 5.43, анать - 21.42.

Пӗтӗм тӗнчери ӗç сыхлавӗн кунӗ.

Химилле хăрушсăрлăх кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 3-мӗш кун. Чи пӗлтерӗшлӗ плансене пурнăçа кӗртме шанăç пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев