Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Петербургра чăваш туйӗ пӗрремӗш вырăн йышăннă

Юлашки вăхăтра Петербург тăрăхӗнчи чăвашсен пĕрлĕхĕнчи çамрăксен ушкăнĕ хастар ĕçлеме пуçлани сисĕнет, пӗлтерет Чăваш наци конгресӗ. Екатерина Данилова пуçарнипе çак кунсенче Петербургра чăваш туйне кăтартса панă. Ку вăл конкурс евĕрлĕ мероприяти. Этнофестиваль иртнĕ май тĕрлĕ халăх хăйсен туй йĕркине сăнарласа панă. Чăвашсем те аптраман, виçĕ ансамбльпе («Кĕвер», «Парне», «Тăрна») ĕлĕкхи...

Юлашки вăхăтра Петербург тăрăхӗнчи чăвашсен пĕрлĕхĕнчи çамрăксен ушкăнĕ хастар ĕçлеме пуçлани сисĕнет, пӗлтерет Чăваш наци конгресӗ.

Екатерина Данилова пуçарнипе çак кунсенче Петербургра чăваш туйне кăтартса панă. Ку вăл конкурс евĕрлĕ мероприяти. Этнофестиваль иртнĕ май тĕрлĕ халăх хăйсен туй йĕркине сăнарласа панă. Чăвашсем те аптраман, виçĕ ансамбльпе («Кĕвер», «Парне», «Тăрна») ĕлĕкхи туй йĕркине кăтартнă, хĕр килĕнчи йăлапа паллаштарнă. Тури чăвашсен «Лаҫпа мунча хушшинче» авалхи юррипе «качча каякан» пикене хĕр çумĕсем капăрлатнă, «Нарспи» поэмăри сыпăка вуланă.

«Тăрна» ансамбль юрăçи Наталья Васильева хĕр йĕррине те юрласа кăтартнă. «Парне» ушкăн вара «Туя туй пек ай тӑвар-и» юрăпа хĕр «илме» килнĕ, такмаксем каласа тĕлĕнтернĕ. «Кевер» ансамбль хĕрсен туй ташшине ташланă. Петербургра чăваш çамрăкĕсем туй йĕркине тĕплĕн кăтартса парас шутпа ашшĕ-амăшĕ пил панине те манса хăварман. Ытти халăхсемшĕн чăваш туйĕ тĕлĕнмелле кăсăк пулнă. Этнофестиваль пĕтĕмлетӗвӗсем тăрăх, чăваш çамрăкĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев