Смолина акăлчанла та вулаççӗ
(Равиля Мубаракшина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри вăтам шкулта 6-мӗш хут «Смолин вулавӗсем» иртрӗç. Çак уçă поэзи конкурсне Çеçпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ, паллă поэт, патшалăх тата общество деятелӗ, ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Анатолий Смолин вилнӗ хыççăн (2012 çул) çулталăкран ирттерме тытăннă. Раççей çыравçисен союзӗнче хисепленсе тăнă паллă сăвăç М.Трубина,...
(Равиля Мубаракшина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри вăтам шкулта 6-мӗш хут «Смолин вулавӗсем» иртрӗç. Çак уçă поэзи конкурсне Çеçпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ, паллă поэт, патшалăх тата общество деятелӗ, ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Анатолий Смолин вилнӗ хыççăн (2012 çул) çулталăкран ирттерме тытăннă.
Раççей çыравçисен союзӗнче хисепленсе тăнă паллă сăвăç М.Трубина, Геннадий Айхи, Ф.Карим, С.Эльгер ячӗллӗ литература премийӗсен лауреачӗ пулнă. Вăл çырса хăварнă йӗркесем хальхи юрăсенче пурăнаççӗ.
Поэзи конкурсӗнче вӗренекенсемпе аслă çулти çынсем хăйсен ентешӗн сăввисене вулаççӗ. Поэт чăвашла кăна мар, вырăсла та çырнă. Кăçал унăн сăввисене акăлчанла та вуларӗç!
Куславккасем Смолинăн сăввисене юратаççӗ. Вӗсем ансат та, кăмăллă та, хăйне евӗр те. Анатолий Семеновичăн пысăк куçару ӗçне пула вырăс вулаканӗсем паллă чăваш сăвăçисен пултарулăхӗпе паллашма пултарчӗç. Вырăсларан чăвашла Пушкина, Есенина куçараканнисен хушшинче те пур Смолинăн хушамачӗ.
20 кӗнеке авторӗ пӗр вăхăт ЧР Президенчӗн пресс-секретарӗ пулса та ӗçлерӗ.
Хутшăнакан сертификачӗсене тата парнесене сăвă вулакансене поэтăн мăшăрӗ Людмила тата ывăлӗ Евгений пачӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев