Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Усалсем аташтараççӗ пулсан та, çемье чи кирли...

(Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн спектаклӗсем Хусанта яланах аншлагпа иртеççӗ-ха, анчах ӗнерхине нимӗнпе та танлаштарма çукчӗ. Спектакль вӗçленсен халăх чăваш артисчӗсене ярасшăн мар пулса ура çине тăрса темӗнччен алă çупрӗ. 100 çул каялла çак сцена çинчех пуçласа пӗрремӗш хут А.Островскин «Хăв пурăнас тенӗ пек...

(Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн спектаклӗсем Хусанта яланах аншлагпа иртеççӗ-ха, анчах ӗнерхине нимӗнпе та танлаштарма çукчӗ. Спектакль вӗçленсен халăх чăваш артисчӗсене ярасшăн мар пулса ура çине тăрса темӗнччен алă çупрӗ. 100 çул каялла çак сцена çинчех пуçласа пӗрремӗш хут А.Островскин «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» пьесипе лартнă чăвашла постановкăна, халăх пӗр ӗмӗр каяллахи пекех, халӗ те хапăл туса йышăннине кăтартрӗ çакă. Хусанта йӗркеленнӗ чăваш театрӗ хăйӗн 100 çулхи юбилейӗнче хусансене мӗншӗн-ха А.Островскин пьесинех кăтартма шутланине, спектакль умӗн эпир постановкăн режиссерӗпе Наталия Алексеевна Сергеевăпа калаçрăмăр:

«Ку вăл пуç тайни. Пӗрремӗш чăваш спекакльне, пӗрремӗш чăваш артисчӗсене, пӗрремӗш чăваш режиссерне хисеплесе пуç тайни, чăваш халăхне пуç тайни. Островскин пьесине хальхи куçпа пăхса кăтартасшăнччӗ эпир. Паллах, шикленнӗ, мӗнле тумалла-ши тесе питӗ нумай нушалантăм. Классикăлла Островские манăн лартас килмен, мӗншӗн Максимов-Кошкинский çак пьесăна суйласа илнӗ-ха? Сюжечӗ питӗ ансат, çав вăхăтрах мораль енчен чăваш халăхне питӗ çывăх. Чăваш чунне çывăх çемье моралӗ, упăшкипе арăмӗн хутшăнăвӗсем, мӗншӗн упăшкасем тепӗр чухне ют хӗрарăмсем çине пăхаççӗ? Çапах та усалсем тем чухлӗ аташтараççӗ пулсан та, çемье чи кирли тӗп геройшăн. Çавăнпа чăваш çыннишӗн, çемйишӗн çӗнӗ традицисене упраса хăварас тесе тăрăшни, ман шутпа, чăваш пуласлăхӗ çавăнта, ачасене тӗрӗс воспитани парас енӗпе, тен, çавăнпа та ку пьесăна суйласа илнӗ пулӗ тесе шутларăмăр. Çавăнпа çав вăхăтрах вырăс классикине кăшт та пулин чăвашлатас терӗмӗр. Мӗнле чăвашлатмаллине питӗ нумай шутларăм, хальхи вăхăтри хореографи, чăваш ташшисем, юррисем кӗртрӗмӗр. Тата пӗлтерӗшлӗ килтӗмӗр Хусана, халӗ вӗт-ха Çăварни, пирӗн спектакльте пӗтӗм ӗç-пуç çăварни эрнинче пулса иртет. Тӗлӗнмелле ку, кăна шутласа та тăман, хăй çапла пулса тухрӗ. Таçта çӳлти вăйсем пулăшаççӗ пулмалла. Çавăнпа та Çăварни эрнинче çынсем мӗнле алхасаççӗ, çав вăхăтрах хăйсен йăнăшне ăнланса илни, кайран çылăх каçарттарни - пӗтӗмпех пур кунта. Вырăс персонажӗсем, вырăс сăнарӗсемпе чăваш çăварни юрри-ташшисем пӗрлешсе кайни, мӗншӗн тесен эпир христиан тӗнӗпе пурнатпăр вӗт-ха, вырăссем те, чăвашсем те, çавăнпа та пирӗн пӗрпеклӗх нумай. Çавăн пек пӗрлештертӗмӗр те илемлӗ спектакль пулса тухрӗ. Чăваш Енре ку спектакле юратаççӗ, эпӗ питӗ хăранăччӗ Островскине кам килет-ши тесе, çынсем комедисене пăхасшăн. Халăха кăсăклантарма пулать-ши тесе шутларăм, тӗлӗнсе каймалла, юратаççӗ ку спектакле. Шупашкарта залсем лăк-туллиех темесен те тулли, çынсем йӗрсе те савăнса тухаççӗ, мӗншӗн тесен спектакль лайăхпа вӗçленет», - терӗ.

А. Островскин пьесине тепӗр хут лартмашкăн Н.Сергеевăна театрăн тӗп режиссерӗ, СССР халăх артисчӗ В.Яковлев хистенӗ иккен. «Эсӗ çамрăк, эсӗ урăхла тăваятăн, хальхи вăхăтрине лартмалла»,- тенӗ иккен вăл ку пьеса пирки.

Чăнах та илемлӗ спектакль пулчӗ вăл, ӗнер Хусан кураканӗсене те тыткăнларӗ. 100 çул каялла çырнă пьеса паянхи кун та актуаллăхне çухатман. Çакна спектакль вăхăтӗнче зал шăна вӗçни илтӗнмелле шăп тăнинчен те, куракан тарăн шухăша путса килелле утнинчен те курăнчӗ. Эппин, режиссер та, артистсем те, 100 çул каяллахи пекех, хăйсен тӗллевне 200 проценчӗпех пурнăçларӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев