Ялсене çулсемпе çыхăнтарӗç
Çулталăк вӗçнелле республикăра çӗнӗ çулсемпе кӗперсем пуласси пирки пӗлтернӗ Министрсен кабинӗнче иртнӗ брифингра ТР транспорт тата çул-йӗр хуçалăхĕн министрӗ Ленар Сафин. «Пурӗ кăçал регионри çулсене 300 километра яхăн юсама, 5 кӗперпе 88,7 километр машина çулне тума палăртнă. Унсăр пуçне, программа тăрăх М7 «Волга» трасса çинчи пилӗк лаптăка тата федераллă çулсен...
Çулталăк вӗçнелле республикăра çӗнӗ çулсемпе кӗперсем пуласси пирки пӗлтернӗ Министрсен кабинӗнче иртнӗ брифингра ТР транспорт тата çул-йӗр хуçалăхĕн министрӗ Ленар Сафин.
«Пурӗ кăçал регионри çулсене 300 километра яхăн юсама, 5 кӗперпе 88,7 километр машина çулне тума палăртнă. Унсăр пуçне, программа тăрăх М7 «Волга» трасса çинчи пилӗк лаптăка тата федераллă çулсен 123 километрӗпе 6 кӗперне юсама палăртнă» - тенӗ Ленар Сафин. Республикăра хальлӗхе 372 ял асфальтпа çыхăннине, унсăр пуçне 27 яла çулпа çыхăнтарма палăртнине те хушса каланă министр. Программăна кура 2020 çулччен ялти çулсене юсама федераллă бюджетран 600 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Çапла 17 яла федералсен укçи-тенкипе, 10 яла республикăри программăн укçипе асфальтпа çыхăнтарӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев