Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Январӗн 27-28-мӗшӗсенче Петербург чăвашла калаçать

(К.Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Чăвашсем сахал мар Санкт-Петербургра, тӗрлӗ çулта темиçе пӗрлешӳ йӗркеленсе кайнă. Хуларисене пӗрлештерекеннисем те, хăйсен шутне Ленинград облаçинчисене кӗртекеннисем те. Фольклор ансамблӗсем, ташă ушкăнӗсем ӗçлеççӗ. Вӗсене хулари Туслăх çурчӗ пулăшса пырать. Чăваш обществисенчен пӗрне Валерьян Гаврилов ертсе пырать, вăл иртнӗ çулсенче Мурманскри чăвашсен пӗрлешӗвӗн пуçлăхӗ пулнă, çавăнпа та...

(К.Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Чăвашсем сахал мар Санкт-Петербургра, тӗрлӗ çулта темиçе пӗрлешӳ йӗркеленсе кайнă. Хуларисене пӗрлештерекеннисем те, хăйсен шутне Ленинград облаçинчисене кӗртекеннисем те. Фольклор ансамблӗсем, ташă ушкăнӗсем ӗçлеççӗ. Вӗсене хулари Туслăх çурчӗ пулăшса пырать.

Чăваш обществисенчен пӗрне Валерьян Гаврилов ертсе пырать, вăл иртнӗ çулсенче Мурманскри чăвашсен пӗрлешӗвӗн пуçлăхӗ пулнă, çавăнпа та халăхпа ӗçлесси уншăн çӗнӗлӗх мар. Çак пӗрлешӳре çамрăксем нумай. Вӗсем «Кевер» ташă ансамблӗ йӗркелесе янă, тӗрлӗрен уявсене хутшăнаççӗ.

Январӗн 27-28-мӗшӗсенче Санкт-Петербургра Чăваш наци конгресӗн представителӗсем вырăнти обществăсемпе тӗл пулӗç. Тӗрлӗрен направленипе мастер-классем ирттернисӗр пуçне шупашкарсем пысăк концерт та кăтартӗç. Тата çак визит Ленинград облаçӗн Туслăх çурчӗ пӗрле ӗçлесси çинчен килӗшӳ тунипе паллă пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев