Жириновский те чăваш кăçаттине тăхăнать
РФ Президенчӗ пулма хăйӗн кандидатурине тăратнă ЛДПР лидерӗ Владимир Жириновский халӗ Якути сиввисенчен хăрамасть, мӗншӗн тесен ӗнер вăл Мускаври ВДНХра Йӗпреç (Чăваш Ен) каччин Эдуард Марковăн кăçаттине туянчӗ. Кăçатă йăвалас ăсталăх чăвашсен ӗмӗртен пырать. Чăвашенсем вара пӗтӗм Раççее кăçатăпа тивӗçтереççӗ тесен те юрать, акă ӗнтӗ миçе çул Мускава сутма çӳреççӗ....
РФ Президенчӗ пулма хăйӗн кандидатурине тăратнă ЛДПР лидерӗ Владимир Жириновский халӗ Якути сиввисенчен хăрамасть, мӗншӗн тесен ӗнер вăл Мускаври ВДНХра Йӗпреç (Чăваш Ен) каччин Эдуард Марковăн кăçаттине туянчӗ.
Кăçатă йăвалас ăсталăх чăвашсен ӗмӗртен пырать. Чăвашенсем вара пӗтӗм Раççее кăçатăпа тивӗçтереççӗ тесен те юрать, акă ӗнтӗ миçе çул Мускава сутма çӳреççӗ. Туянаканăн кăмăлне тивӗçтерес тесе мӗнле кăна илемлетмеççӗ тата. Ассортимент та пуян: пысăккисем, ачасем валли вăрăм кăçатă, кăçатă калуш, пӳртре çӳремелли çемçе тапăчки... Йӗпреçри Марковсене те акă туянакан лайăх пӗлет, нумай çул Мускав пасарӗсенче сутаççӗ вӗсем. Вӗсен кăçаттисемпе çăлтăрсем те çӳреççӗ ӗнтӗ, халӗ акă Жириновскире те пур.
Эпатажлă политик ВДНХ территорийӗнче пыракан «Охота и рыболовство на Руси» халăхсем хушшинчи 43-мӗш куравӗнче ӗнер пулчӗ.
«Çӗршывра хуть ăçта та суту-илӳ тума пултаратăр. «Маçтăр» сăмах пулать вăл. Вăт маçтăрсене патент паратпăр та, кам та пулсан е мӗнле-тӗр рэкет пырса кăна пăхтăр», - терӗ вăл кăçатă сутакан Эдика яланхилле хӗрӳ. Халăх промысли енӗпе ӗçлекен производительсен налогне пӗтерессине асăнчӗ. Чăваш кăçаттисене ытарайман политик Э.Марков кăçаттисенчен пӗрне тăхăнсах пăхрӗ.
«Мӗнле çемçе, хуть мӗнле сивӗре те ăшă вӗт. Якутскра халӗ 72 градус сивӗ. Шартлама сивве тир пушмак та чăтаймасть... Çынсем кăçатă тăвасшăн - чăрмантараççӗ. Хăйӗн пысăках мар мастерскойӗ, пасарта сутма яланхи вырăнӗ пултăр, нимӗнле мафи те ан тӗкӗнтӗр. Суттăр вăл, ӗçлесе илтӗр укçине. Атту имӗш пур çӗрте те сăрă схема, теневая экономика. Пăхăр-ха калушӗ те пур тата. Каллех хамăрла ку... Ăçта-тăр юр ирӗлет-тӗк - калуш çăлать. Халӗ вӗт пирӗн 20 градус сивӗ. Чӗркесе парăр-ха», - терӗ Жириновский сутуçа кăçатта чӗркесе пама ыйтса.
«Охота и рыболовство на Руси» Раççейре тата тӗнчере чи пысăк курав. Вăл çуллен февраль уйăхӗн вӗçӗнче пулать. ВДНХ экспозици тӳремӗнче сунар тата пулă тытмалли чи лайăх хатӗрсемпе аксессуарсене кăтартаççӗ, сутаççӗ унта.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев