10 уйăхра Тутарстанри суд приставӗсем 13 миллиард та 481 миллион тенкӗ парăм шыраса илнӗ
Раççейре паян Суд приставӗн кунӗ. Çӗршывра ку куна 2009 çултанпа паллă тăваççӗ. Профессиллӗ праçник умӗн ТР Правительствинчи брифинга шăпах Суд приставӗсен федераллă службин Тутарстанри Тӗп управленийӗн ӗçне-хӗлне халалланăччӗ. Пирӗн республикăра суд приставӗсем мӗнле ӗçлени пирки асăннă ведомствăн ертӳçи А.Ф.Закиров каласа пачӗ.
Анвар Фаритович каланă тăрăх, кăçалхи 10 уйăхра Тутарстанри суд приставӗсем 13 миллиард та 481 миллион тенкӗ парăм шыраса илнӗ. Ку пӗлтӗрхи çак вăхăтпа танлаштарсан 10 процент ытларах. Алиментсем 911 миллион тенкӗ ытла, ӗç укçи 48 миллион тенкӗ ытла шыраса илнӗ.
Пуçтарăнса пынă парăма юри тӳлемен 8901 çынна административлă явап тыттарнă, 900-шӗ тӗлӗшпе вара уголовнăй ӗç пуçарнă.
Çул-йӗр правилисене пăсакансенчен кăçал 405 пин тенкӗ шыраса илни пирки пӗлтерчӗ спикер. «Водительсем çул-йӗр правилине пăснă хыççăн штрафсене законпа палăртнă вăхăтра тӳлеменнипе парăмсене шыраса илес ӗçе пирӗн тума тивет. Çулталăк пуçланнăранпа 692 пин пурнăçламалли производство пулнă-тăк, халӗ 211 пин ытла. Çул-йӗр правилисене пăснă, анчах штрафне вăхăтра тӳлемен водительсене суд приставӗсем кăçал 405 миллион тенкӗ ытла тӳлеттернӗ», – каласа парать Анвар Закиров.
Çакнашкал парăмсене шыраса илнӗ чух приставсем нумай чухне Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх инспекцийӗнчи ӗçтешӗсемпе пӗрле пурнăçлаççӗ – парăмлă водительсене «Дорожный пристав» комплекс пулăшнипе çул çинчех чараççӗ.
Анвар Фаритович каланă тăрăх, суд приставӗ патне ыйту пулсан граждансем халӗ социаллă сетьсем е мессенджерсем урлă та çыхăнма пултараççӗ. Суд приставӗсен службин ушкăнӗсем «ВКонтакте», «Одноклассники» соцсетьсенче, «Телеграм» каналта та пур. Пресс-служба ӗçченӗсем çынсене ыйтăва кура кампа çыхăнмаллине калаççӗ, йышăнăва пырас текенсене çырăнма пулăшаççӗ. Суд приставӗсем патне ыйту пулсан 514-92-21 номерпе шăнкăравламалла. Кăçал ФССП Тутарстанри Управленийӗ 81 пин çыннăн шăнкăравне йышăнса ыйтусене татса пама пулăшнă.
Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев