Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

11 чӗлхе пӗлнӗ Иван Яковлевăн еткерлӗхӗ пысăк

Паян, сентябрӗн 22-мӗшӗнче, Хусанта Н.И. Лобачевский ячӗллӗ Наука библиотекинче «Гений места. Технология работы с наследием И.Яковлева в современных архивах, музеях и библиотеках» темăпа регионсем хушшинчи çавра сӗтел иртрӗ. Ăна хисеплӗ ентешӗмӗр, Атăлçи тăрăхӗнчи çутӗç ӗçӗн паллă деятелӗ, аслă верентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа –175 тата Чӗмпӗрти чăваш шкулӗ уçăлнăранпа 155 çул çитнине халалланă.

 Мероприятие ЧР Наци библиотеки Хусанти федераллă университетпа тата ТР Наци библиотекипе пӗрле йӗркеленӗ. И.Я. Яковлевăн 175 çулхи юбилейне халалласа Чăваш наци библиотеки пуçарнă «О вас я болел душой…» регионсем хушшинчи марафонăн хитре вӗçӗ пулчӗ вăл.

 – Регионсем хушшинчи форумăн программине хатӗрлеме пуçласан эпир И. Яковлевăн пурнăçӗпе çыхăннă регионсенче пулса курмаллине ăнлантăмăр. Чăн малтан Хусан федераллă университечӗн Н.И. Лобачевский ячӗллӗ наука библиотекине ӗçтешсем патне шăнкăравларăмăр. Мӗншӗн тесен Иван Яковлевич Яковлев шăпах кунта вӗреннӗ чухне чăваш халăхне çутта кăларас ӗçӗн пӗрремӗш утăмӗсене хăйӗн юлташӗсемпе, пӗр шухăшлисемпе тунă. Çавăнпа Тутарстан Республикинчи ӗçтешсен, архивсен, музейсемпе библиотекăсен опытне пӗлнине кура Хусанти федераллă университетра çак темăна пăхса тухма, хамăрăн патшалăх архивӗн, музейсемпе библиотекăсен опытне кăтартма шутларăмăр. Иван Яковлевичăн еткерлӗхне упраса хăварас мелсене, технологисене цифровизаци самани тата анлăрах сарчӗ. Çавăнпа кăна та пăхса тухас килчӗ. Пире тӗрев парса çакăн пек лайăх мероприяти йӗркелесе пирӗн регионсем хушшинчи форумăн программине пуянлатнăшăн ӗçтешӗмӗрсене çав тери тав тăватпăр. Ман шутпа, пирӗн тема пуриншӗн те, уйрăмах Иван Яковлевичăн еткерне тӗпчекен тӗпчевçӗсемшӗн, педагогсемшӗн, ашшӗ-амăшӗсемшӗн,  усăллă пулчӗ, – терӗ ЧР наци библиотекин директорӗ Роза Михайловна Лизакова çавра сӗтеле мӗншӗн Н.И. Лобачевский ячӗллӗ наука библиотекинче ирттернине ăналантарса.

Çавара сӗтеле Тутарстанпа Чăваш Енрен 70 ытла çын хутшăнчӗ. Вӗсем – ЧР Наци библиотекин директорӗн çумӗ Г.А Быкова, ЧР патшалăх архивӗн документсен публикацийӗн уйрăмӗн тӗп архивисчӗ А.А. Семенов, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университетӗнчи И.Я. Яковлев музейӗн ертӳçи Н.Г.Малкова, ТР Наци библиотекин директор çумӗ И.Г. Хадиев,  Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинчи И.Я. Яковлев мемориалӗн ертӳçи А.А.Пыркин, Пăва таврапӗлӳ музейӗн  директорӗ Л.М. Ахметзянова, Чăваш Енри Элӗк районӗнчи культурăпа литература музейӗн ертӳçи О.Е.Алексеева, ЧР тава тивӗçлӗ артистки Н.М.Кириллова,  тата ыттисем.

Мероприятие Хусан федераллă университетăн президенчӗ Р. Г.Минзарипов, ЧР Наци библиотекин директорӗ Р. М. Лизакова тата ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ К. А. Малышев уçрӗç.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество