Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

11 ҫӗнӗ шкул уҫнă

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов, Раҫҫейӗн ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов тата РФ ВЭБ аталанӑвӗн патшалӑх корпорацийӗн Председателӗ Игорь Шувалов 11 ҫӗнӗ шкул уçнă çĕре онлайн-режимпа хутшӑннă.

Рустам Минниханов пĕлтернĕ тӑрӑх, шкулсене уçма наци проекчӗсене, федераллӑ программӑсене пула  тата республикӑн бюджетĕнчен 17 млрд ытла тенкĕ уйăрнӑ. Унсӑр пуҫне республикӑра 139 шкула,  2 спортзала тата 143 апат-ҫимӗҫ блокне юсанӑ.

Паян шкулсене Элкел, Çÿлту, Тукай, Мамадыш, Арск районӗсенче тата Ҫырчалли тата Хусан хулисенче уçнă. Пӗтӗмӗшле илсен, 2010 ҫултанпа 2022 ҫулччен республикӑра 88 ҫӗнӗ шкул туса 51 пин ытла ҫӗнӗ вырӑн йӗркеленӗ. Паян панӑ объектсене шута илсен тата 9 пин 674 вырӑн хутшăннă.

М.Бадыкшин сăнÿкерчĕкĕ, rais.tatarstan.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование