Хусанти Ново-Савиново районӗнчи 11-ти хӗрачана шулӗксем улталанă. Шучӗ çинчен 509 пин тенки çухалнине сиссе 48-ти амăшӗ полицие кайсан укçана никам та мар, хăйӗн хӗрех куçарни палăрнă.
Ача интернетри анлă сарăлнă пӗр вăйăра виртуаллă япаласем туянасшăн пулнă иккен. Укçана йышăннă абонентсем Мускав, Пушкăртстанпа Тутарстанра регистрациленнӗ. Пулса иртнине халӗ полици тӗрӗслет.
Нет комментариев