Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

11 уйăхра Тутарстан çулӗсем çинче 250 çын вилнӗ

Январь уйăхӗнченпе республикăра пурӗ 3 пин çул-йӗр инкекӗ пулнине шута илнӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан сахалрах ку. 2022 çулта пулнă 3,3 пин аварире пӗтӗмпе 306 çын вилнӗ, 4,1 пинӗшӗ аманнă-тăк, кăçал 11 уйăхра шута илнӗ 3 пин аварире 250-ӗн вилнӗ. Çулталăк вӗçленмен-ха, пӗтӗмлетӳсен кăтартăвӗ улшăнма та пултарать.

Республикăн тӗп автоинспекторӗ Рустем Гарипов пӗлтернӗ тăрăх, инкексем ытларах водительсем хирӗç çул çине сиксе тухнипе пулаççӗ иккен. Иккӗмӗш сăлтав — çуран çӳрекенсене çапса хăварни, кăçал ку сăлтавпа 67 çынна çухатнă эпир.

ТР Раисӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, ТР Раисӗ Рустам Минниханов çулсем çинчи çухатусем сахал маррине кура çак икӗ ыйтăва тата мотоциклпа, самокатпа çӳрекенсене çирӗп тимлӗхе илмеллине каланă. Чи нумай авари пулакан хăрушă участоксене вара беспилотниксемпе тӗрӗслеме хушнă. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество