Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

117 çул каялла Петр Дементьев çуралнă

Паян, январӗн 24-мӗшӗнче пирӗн ентешĕн, СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă, икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗн, генерал-полковник-инженерăн Петр Васильевич Дементьевăн çуралнă кунĕ.

Нумай çул хушши тăрăшса ӗçленӗшӗн ăна тăхăр хутчен Ленин орденӗпе, Хӗрлӗ Ялав, I степеньлӗ Кутузов, II степеньлӗ Суворов, икӗ Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав, Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗсемпе, «Çапăçури паллă ӗçсемшӗн» тата ытти медальсемпе наградăланă.

1953 çулта вăл Патшалăх премийӗн лауреачӗ пулса тăнă, СССР Аслă Канашӗн икӗ пухăвӗн депутачӗ, КПСС Тӗп комитечӗн пайташӗ пулнă. Ун пирки пӗтӗм çӗршыв пӗлет.

Редакци архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев