12 сехет тӗлне Тутарстанра сасăланисем пурӗ 71,68%
РФ Президенчӗн суйлавӗн виççӗмӗш кунӗн (мартăн 17-мӗшӗнче) 12 сехечӗ тӗлне Тутарстанра сасăланисем 71,68% тесе пӗлтерет Тутарстанăн тӗп суйлав комиссийӗ. Раççейӗпе ку кăтарту — 65,89%
Раççейӗн 8-мӗш Президенчӗн суйлавӗ кăçал виçӗ кун, мартăн 15-мӗшӗнчен пуçласа 17-мӗшӗччен пырать. Раççей гражданӗсен Президент пулма пурӗ тăватă кандидатран ( «Новые люди» партирен Владислав Даванков партирен, ЛДПР партирен Леонид Слуцкий, КПРФ партирен Николай Харитонов тата патшалăхăн хальхи ертӳçи Владимир Путин, хăй кандидатурине вăл самовыдвиженец пек тăртнă) пӗрне суйламалла.
.
Республикăра пурӗ 65 территори тата 2722 участок суйлав комиссийӗ, больницăсемпе санаторисенче, СИЗОра тата вокзалсемпе аэропортсенче 45 вăхăтлăх суйлав участокӗ ӗçлеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев