14 района автобус çӳремест
Паянхи кун республикăри 43 районтан 14-шне (Агрыз, Аксу, Алексеевски, Атня, Балтаси, Тури Услон, Çӗпрел, Кайпăç, Кукмор, Менделеевск, Мензеле, Мӗслӗм, Сарман, Ютаза) пассажир автобусӗсем çӳремеççӗ. Кун çинчен «Реальное время» хаçат хыпарлать.
Халăх ыйтсан рейссене суд урлă шыраса илме пулать-мӗн. ТР Прокуратури суд урлă Пӗтреç – Гильдеево – Богородское – Куюки маршрут уçтарнă. Январӗн 20-мӗшӗнче Çӗпрел район Прокуратури те ТР Транспортпа çул-йӗр хуçалăхӗн министерстви енӗпе Хусанти Советски район судне тавăç тăратнă. Обществăлла транспорт ыйтăвӗ ку районта чăнах та çивӗч. Пассажир автобусӗ ялсене мар, кӳршӗллӗ района çити те çук. 200 çухрăмри Хусана çӗпрелсен çула май каякан машинăсемпе кăна çӳреме тивет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев