1,8 миллион тенкине çухатнă
Анат Камăри 27-ри каччă хăйӗн çуралнă кунӗнче парне илес вырăнне çука тăрса юлнă. Ултавçăсем 1,8 миллион тенке парăма кӗртнӗ ăна.
Шулӗксем яланхи схемăпах ӗçленӗ: чăн малтан шăнкăравласа ун ячӗпе заказлă çыру пуррине пӗлтернӗ, ăна илмешкӗн СМСпа килекен виçӗ цифрăллă кода калама ыйтнă. Кун хыççăн Патшалăх услугинчи аккаунтне кӗни пирки электронлă почта çине хыпар çитнӗ. Малалла «банкран» шăнкăравласа ун ячӗпе такамсем кредит илме заявкăсем янине, вӗсенчен маларах хăйне кредит илсе укçана «шанчăклă» шут çине куçарма ӳкӗте кӗртнӗ.
Çамрăк çын темшӗн пӗрре те иккӗленмен, мӗн каланине итлесе 1 839 000 тенкӗ икӗ кредит илсе хайхисен шучӗ çине куçарнă...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев