Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

19 больницăна çӗнӗ машина панă

Паян, январӗн 24-мӗшӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов республикăри медицина учрежденийӗсене тата 22 васкавлă пулăшу машини тата икӗ мобильлӗ комплекс пачӗ. «Сывлăх сыхлавӗ» наци проекчӗпе 2021 – 2023 çулсенче республика пӗрремӗш медицина пулăшăвӗ валли 526 автомобиль туяннă. Паян республикăн 19 медицина учрежденийӗн техника паркӗ çӗнелчӗ.

— Медицина пулăшăвӗ, çӳллӗ технологиллӗ медицина пулăшăвӗ граждансен пурнăç пахалăхне пулăшмалли комплекслă мера паян. Вӗсен техникăпа пурлăх базине çӗнетни вăл — хăвăрт çитсе вăхăтлă медицина пулăшăвӗ пани, — тенӗ Рустам Нургалиевич медицинăпа пурнăç пахалăхӗ тачă çыхăннине палăртса. — Кунта 24 единица медицина техники. Пӗр пайне федераллă пулăшупа, тепӗр пайне республика шучӗпе туяннă. Çӗршыв ертӳçи Владимир Путин сывлăх сыхлавне, медицина учрежденийӗсене нумай пулăшнине палăртмалла. Мӗнпур федераллă проекта хутшăнакан Тутарстана пире Раççей Сывлăх сыхлавӗн министерстви те тӗрев парать. Укçа-тенкӗ енчен кăна мар, ăс-хакăл, вӗрентӳ, тата ытти те. Ку транспорт та республикăн сывлăх сыхлавӗшӗн ӗçлетӗр. Ырă çул!

РФ сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Оксана Гусева çакнашкал церемоние хутшăнма кăмăллă пулнине, мӗншӗн тесен васкавлă пулăшу машинисене пани тухтăрсене иккӗмӗш çуртлă тунипе тан пулнине каланă. Мӗншӗн тесен граждансен пурнăçне çăлса тухтăрсем пурнăçăн чылай пайне ӗçре ирттереççӗ. Машинăсене те тӗрӗс тӗкел ӗçлеме суннă вăл.

 Паянхи кун тӗлне республикăн васкавлă пулăшу службин 436 едицина санитари транспорчӗн хатӗрӗ, халӗ вӗсен йышне тата икӗ теçетке хушăнчӗ.
Сăнӳкерчӗк rais.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество