Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

1992 çулта Хусанта чăвашсен П.П.Хусанкай ячӗллӗ обществопа культура центрӗ йӗркеленсе кайнă

30 çул каялла ăна Николай Степанович Степанцев ертсе пыма тытăннă

Кӗске вăхăтра çак общество тăрăшнипе республикăра чăвашла радиоперадача тухса тăма тытăннă, «Сувар» хаçат редакцийӗ ӗçӗ-хӗлне пуçарса янă, пединститутра чăваш учителӗсене хатӗрлеме тытăннă, Хусанти Кремль çумӗнче чăваш чиркӗвӗ ӗçлеме тытăннă. Ун чухне çак чăвашсен хушамачӗсене пӗлмен-илтмен чăваш çукчӗ те пулӗ Хусанта: Владимир Данилов, Василий Дедушкин, Николай Сорокин, Владимир Будяшкин, Леонид Серебряков, Петр Миров, Юрий Анисимов, Валерий Исли тата ытти, тата ытти те.   

Николай Степанцев хыççăн çак центра тӗрлӗ вăхăтра Владимир Прохоров, Константин Елисеев, Сергей Степченко, Сильвия Чаркина, Николай Абруков, Валерий Казаков ертсе пынă. Хальхи вăхăтра центр лавçин тилхепине Константин Малышев тытса пырать.

Хусанти ЧНКЦ-н пӗрремӗш председателӗ Николай Степанцев 90-мӗш çулсен пуçламăшне тӗлӗнмелле вăхăт тесе хаклать. «Вăл вăхăтра влаç обществăна итлетчӗ. Çавăнпа эпир питӗ нумай çитӗнӳсем турăмăр, вӗрентӳ министерствинче чăваш шкулӗсемпе ӗçлекен инспектор должноçне кӗртме те пултартăмăр. Халӗ влаç хăй общество юхăмне ертсе-йӗркелесе пырать», - тет Тутарстанри общество юхăмӗн ветеранӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев