20 пин тенкӗшӗн биографине пăснă
Хусан хулин Ново-Савиново районӗн прокуратури ултавçăсене пулăшнă 19-ти каччă енӗпе пуçарнă уголовнăй ӗçе пăхса тухма суда янă.
Следствирен паллă пулнă тăрăх, каччă хăйӗн банк карттине, паспортне тата телефонне ултавçăсене 20 пин тенкӗлле парса тăнă. Хайхисем Элмет çыннин 445 пин тенкине вăрласа унăн банкри шучӗ урлă илме хăтланнă. Анчах банк операцие вăхăтра чарса ӗлкӗрнипе пултарайман.
Качча çак укçана илме пырсан тытса чарнă. Хăй айăпӗнчен тунмасть вăл, çапах закон умӗнче явап тытма тиветех.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев