Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

200 ытла маскировка сетки çыхса ăсатнă

Волонтерсен юхăмӗ районта хастар ӗçлет: хăшӗ гуманитари пулăшăвне пухса фронта леçет, тепри кирлӗ япаласем туянса парать, виççӗмӗшӗ салтаксем валли ăшă нуски çыхать..

 

Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрел Культура çуртӗнче виççӗмӗш çул пӗр чарăнмасăр маскировка сеткисем çыхаççӗ. Волонтерсен юхăмӗ районта хастар ӗçлет: хăшӗ гуманитари пулăшăвне пухса фронта леçет, тепри кирлӗ япаласем туянса парать, виççӗмӗшӗ салтаксем валли ăшă нуски çыхать... Фронта çапла хастар пулăшакансене июлӗн 13-мӗшӗнче район администраци пуçлăхӗн çумӗпе Алексей Ярухинпа, районти çар ветеранӗсен канашӗн председателӗпе Виктор Петуховпа, вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗпе Виталий Землемеровпа пӗрле Чăваш Çӗпрел Культура çуртӗнче чысларăмăр.

Маскировка сетки фронтра чи кирлӗ япала паян. Унпа çар техникине, окопсене, блиндажсене витсе хуплаççӗ. Çакна шута илсе Наталия Дмитриевна Кузнецова виçӗ çул каялла Чăваш Çӗпрел тата тавра ял çыннисемпе пӗрле Культура çуртӗнче маскировка сетки çыхассине йӗркелесе ячӗ. Халӗ ку ӗçе Наталья Владимировна Пустынина малалла тăсать. Чăваш Çӗпрел Культура çурчӗ хăй кăна çак вăхăтра 200 ытла маскировка сетки çыхса фронта ăсатрӗ. 

Маскировка сетки çыхакан чи хастар волонтерсене: Валентина Байгушевăна, Гульсум Заббаровăна, Ольга Мартыновăна, Людмила Самандеевăна, Любовь Храмовăна, Галина Шленскаяна, Раиса Арьяховăна, Галина Годуновăна Çар ветеранӗсен «Рубеж» регионсем хушшинчи обществăлла организацийӗн «За содействие СВО» медальпе тата Çӗпрел район администрацийӗн пуçлăхӗн Хисеп хучӗпе чысларăмăр. Çӗршывшăн çăмăл мар вăхăтра фронта пулăшса патриотизм тӗслӗхӗ кăтартнăшăн тав турăмăр.

 

Владимир ЯРУХИН,

Çар ветеранӗсен «Рубеж» регионсем хушшинчи обществăлла организацийӗн Ульяновск облаçӗнчи

 уйрăмӗн ертӳçи.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Волонтерство