2022 çулта Тутарстанра 2 млн ытла тонна сӗт суса илнӗ
Çакăн çинчен ТР Премьер-министрӗн çумӗ – ял хуçалăхпа продовольстви министрӗ Марят Зяббаров пӗлтернӗ
Вăл палăртнă тăрăх, çак çитӗнӗве тума республикăра пысăк технологиллӗ 22 сӗт комплексне хута яни те пулăшнă.
Тунă комплекссене тултарма тата кӗтӗве улăштарма республикăна 19 000 пуç ăратлă тына илсе килнӗ.
Çавăн пекех, выльăхсене виçеллӗн çитерме республикăри 18 муниципаллă районра 38 апатлантару центрӗ тунă. Вӗсене усă кураççӗ ӗнтӗ.
Кăçал ял хуçалăх ведомствинче сӗте 1,5 % ытларах суса илме, аш-какайпа çăмарта туса илессине 1% ӳстерме палăртнă. Çавăн пекех 2023 çулта 25 сӗт комплексӗ, 22 апатлантару центрӗ туса хута яма палăртнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев