Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2023 çулта Тутарстан 2,8 млн ытла тваткал метр çурт-йӗр тума палăртать

Вӗсенчен 1 млн та 246,1 пин тваткал метрӗ уйрăм çурт тăвакансен пайӗ пулать, 1 млн 423,3 пинӗ – нумай хватерлӗ инвестицилле çурт-йӗр тăвакансен, 160,6 пин тваткал метрӗ – социаллă ипотека пайӗ.

ТР строительство министрӗн Марат Айзатуллинăн сăмахӗсемпе, çулталăкра республикăри 24 муниципаллă районра темиçе хутлă 70 çӗнӗ çурт тăвӗç. Министр аса илтернӗ тăрăх, республикăра граждансен уйрăм категорийӗсене çурт-йӗрпе тивӗçтерес тӗлӗшпе тăватă программа ӗçлет. 
Çапла, 2023 çулта 600 тăлăх ачана, пилӗк тата ытларах ачаллă 22 çемьене, 78 çамрăк çемьене, Аякри Çурçӗртен ирӗксӗр куçса килме тивнӗ тата Чернобыльти аварие ликвидацилеме хутшăннă ултă çынна хваттер памалла.
«Нумай хваттерлӗ çуртсене капиталлă юсав тăвас программа çӗнӗ виçӗçуллăх циклне кӗчӗ. 2023 çулта унта 42 муниципаллă район хутшăнать. Программăна нумай хваттерлӗ 716 çурт кӗнӗ, вӗсен пӗтӗмӗшле лаптăкӗ 4 млн та 300 пин тваткал метр. Программăн финанс калăпăшӗ 6 миллиард та 198 миллион тенкӗ. Çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх фончӗ паянхи куна нумай хваттерлӗ 84 çуртра 219 лифт улăштарма торгсем ирттернӗ», – пӗлтернӗ Айзатуллин.  
Ун сăмахӗсемпе, 2023 çулта строительтсво сферинче 44 республика программи пурнăçа кӗмелле. 3 601 объекта çӗнетсе тирпейлеме 54 млрд тенкӗ уйăраççӗ. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев