Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2023 çулта Тутарстана «Экологи» наци проектне пурнăçа кӗртсе 31 миллион тӗп лартмалли йывăç хунавӗсем хатӗрлеççӗ

Вăрман хуçалăхӗсен питомникӗсенче «Тутарстан Республикинчи вăрмансене упраса хăварасси» регион проекчӗпе килӗшӳллӗн вăрлăхран йывăç тӗпӗсем ӳстереççӗ. Çак проект «Экологи» наци проекчӗн «Вăрмансене упраса хăварасси» федераллă проектне кӗрет.

Йывăç вăрлăхне акса çитӗнтересси çăмăл ӗç мар. Шăтса тухсан калчасене çумламалла, хурт-кăпшанкăран хӳтӗлемелле, апатлантармалла, шăвармалла. 
Хальхи вăхăтра питомниксенче 2020, 2021, 2022 çулсенче акнă хунавсене çитӗнтереççӗ. 
Кăçал республикăра 22 гектар çӗр çинче йывăç вăрлăхне акнă, ытларах хыр, чăрăш, лиственница, юман, хурăн, çăка, каврăç ӳстереççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев