Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2024 çул А. С. Пушкин паллипе иртет

Генилле поэт 225 çул тул тарнине Раççей Федерацйӗнче те, Тутартанра та анлăн паллă тăваççӗ

Генилле поэт 225 çул тул тарнине Раççей Федерацйӗнче те, Тутартанра та анлăн паллă тăваççӗ

Кун пирки РФ Президенчӗ В. В. Путин та, ТР Раисӗ Р. Н. Минниханов та ятарлă йышăнусем тунă. Вырăс литературин институчӗн (Пушкин çурчӗ) фончӗн алă вӗççӗн çырнисене оцифровка тума палăртнă, «Пушкин цифровой» наукăпа çутӗç ресурсне те туса хунă. А. С. Пушкинăн Раççейри музей-заповедникӗсене реставраци тунă çӗре финанс пулăшăвӗ парассипе те мерăсем йышăннă РФ Правительстви. 

Тутарстанра та А. С. Пушкин юбилейӗ тӗлне палăртнă мероприятисем нумай — ТР Министрсен Кабинечӗ 60 пунктран тăракан список хатӗрленӗ. Унта куравсм, наукăпа çутӗç конференцийӗсем, издательство проекчӗсм, театр постановкисем тата нумай мероприяти иртессине палăртнă. Май-июнь уйăхӗсем уйрăмах пуян пулӗç Александр Пушкина халалланă мероприятисемпе. 

Хусанти А. С. Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗ юбилей мероприятийӗсене пуçлакансенчен пӗри теме пулать. Иртнӗ эрнере вăл журналистсемпе блогерсене пухрӗ. Çакăн сăлтавӗ чаплă вырăс поэчӗн юбилейӗнче çеç мар, Центр 5 çул тултарнинче те. 

Центр ӗçченӗсем чи малтанах хăйсен ӗçӗпе паллаштарчӗç. Çакăнта вырăс культине аталантарассипе нумай мероприяти иртет, Вырăс культрин обществипе тачă çыхăнса ӗçлени çинчен каласа пачӗç журналистсене.

А. С. Пушкинăн юбилей çулталăкне январӗн 19-мӗшӗнче «Любви все возрасты покорны» концертпа ТР патшалăх Канашӗн культура, наука, вӗрентӳ тата национальноçсен ыйтӗвӗсен енӗпе комитетăн председатель çумӗ Людмила Рыбакова тата Центр директорӗ Галина Елистратова уçрӗç. Концерта ТР тава тивӗçлӗ артистки Юлия Зиганшина хатӗрленӗ, хăйех ертсе пынă. Программăра А. С. Пушкин произведенийӗсем тăрăх лартнă «Евгений Онегин», «Пиковая дама», «Алеко», «Сказка о царе Салтане», «Руслан и Людмила» оперăсенчи арисем, увертюрăсм итленӗ куракансем. Айсылу Нуруллина, Алина Хуснутдинова, Динар Шарафетдинов, Владислав Бадалов юрăçсем С. Губайдуллинăн хальхи вăхăтри музыка центрӗ çумӗнчи Дмитрий Железнов ертсе пыракан оркестрпа сцена çине тухрӗç. Çавăн пекех концерта А. С. Пушкин ячӗллӗ культура центрӗ çумӗнчи «Ладья» академи хорӗ (ертӳçи Э. Данилова) тата «Миринея» ташă театрӗ (ертӳçи И. Позняк) хутшăннă.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество