Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

2024 çулта 245 кун ӗçлетпӗр, 121 кун канатпăр

Çӗнӗ 2024 çула кӗриччен вăхăт нумай та юлмарӗ. Çитес çул республикăри ӗçлӗ çынсем миçе кун ӗçлесе миçе кун канаççӗ-ха? Ӗç календарӗпе паллаштаратпăр.

Эрнине 5 кун ӗçлекенсем 2024 çулта 245 кун ӗçлеççӗ, 121 кун канаççӗ.

2024 çулхи уяв кунӗсем çапларах:

Январӗн 1 — 6-мӗшӗсем тата 8-мӗшӗ — Çӗнӗ çул уявӗн кунӗсем;

Январӗн 7-мӗшӗ — Раштав;

Февралӗн 23-мӗшӗ — Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ;

Мартăн 8-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ;

Апрелӗн 10-мӗшӗ — Ураза-байрам;

Майăн 1-мӗшӗ — Çуркуннепе ӗç уявӗ;

Майăн 9-мӗшӗ — Çӗнтерӳ кунӗ;

Июнӗн 12-мӗшӗ — Раççей кунӗ;

Июнӗн 16-мӗшӗ — Курбан-байрам;

Авгутăн 30-мӗшӗ — Тутарстан Республикин кунӗ;

Ноябрӗн 4-мӗшӗ — Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ;

Ноябрӗн 6-мӗшӗ — ТР Конституцийӗн кунӗ.

Уяв канмалли куна лексен ăна праçник хыççăнхи ӗç кунне куçараççӗ. 2024 çулта çак уявсем куçаççӗ:

Январӗн 6-мӗшӗ, шăматкун — майăн 10-мӗшне;

Январӗн 7-мӗшӗ, вырсарникун — декабрӗн 31-мӗшне;

Апрелӗн 27-мӗшӗ, шăматкун — апрелӗн 29-мӗшне;

Ноябрӗн 2-мӗшӗ, шăматкун — апрелӗн 30-мӗшне;

Декабрӗн 28-мӗшӗ, шăматкун — декабрӗн 30-мӗшне.

Хăш уява миçе кун харăс каннине календарь çине пăхса пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев