Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2024 çулта Алексеевскинчен Элмете çул кӗскелет

Çырчаллипе Анат Камăна кӗмесӗр иртекен, Кама юханшывӗ урлă çӗнӗ кӗперлӗ çӗнӗ çула тата Алексеевскинчен Элмете каякан тӳлевлӗ трассăна 2024 çулта туса пӗтерме палăртнă.

М-12 «Восток» автотрасса малашне Хусанпа Екатеринбурга çыхăнтарать. Кун çинчен ТР Раисӗ Р.Минниханов çулталăка пӗтӗмлетнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.

 Республика ертӳçи каланă тăрăх, М-12 трасса Тутарстан территорийӗ тăрăх халӗ 142 километр иртет. Çырчаллипе Анат Камăна кӗмесӗр иртекенни тата 80-90 километр пулать. Малалла трасса Пушкăртстан урлă Екатеринбурга çитет. Ку вăл 2024 çула палăртнă ӗç-мӗн. Малалла М-12 трассăна Тюмене çитиех тăсас шутлă. Кунсăр пуçне республикăшăн пӗлтерӗшлӗ тепӗр Алекссевски — Элмет тӳлевлӗ çул тăрăх та 2024 çулта машинăсем çӳреме пуçлӗç.

— Ман шутпа, ку вăл йăлтах çӗршыв аталанăвӗ. Çӗршывăмăр компактлă та эффективлă пулса пырать. Паянхи кун тиевсен тӗп пайне автомашинăсем кӗске хушăсене, 1-2 пиншер километра, турттараççӗ. Çӗнӗ çул вăл территорисен аталанăвӗ кăна мар, экономикăна тӗрев, — тенӗ Рустам Нургалиевич çӗнӗ çулсем пирки. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев