2024 çулта мăсăльман праçникӗсене хăçан уявлассине палăртнă
Çӗнӗ хыпарсем

2024 çулта мăсăльман праçникӗсене хăçан уявлассине палăртнă

Ураза-байрама тепӗр çул апрелӗн 10-мӗшӗнче, Курбан-байрама июнӗн 16-мӗшӗнче паллă тăвӗç.

Тутарстан Республикин Мăсăльмансен тӗн управленийӗ 2024 çулта мăсăльман праçникӗсене хăçан паллă тăвассине палăртнă. Календаре Улемсен канашӗ йышăннă.

Ураза-байрама тепӗр çул апрелӗн 10-мӗшӗнче, Курбан-байрама июнӗн 16-мӗшӗнче паллă тăвӗç.

Тутарстанра Ураза-байрампа Курбан-байрам кунӗсем уяв кунӗ  шутланаççӗ. Енчен те вӗсем канмалли куна лексен хушма кану кунӗ çук. Эппин 2024 çулта апрелӗн 10-мӗшӗнче – юнкуна лекет – канатпăр, июнӗн 16-мӗшӗ вырсарникуна лекнӗрен хушма кану кунӗ памаççӗ.

 

 


Нет комментариев