Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2025 çулта шкулсенче тăван ен историне вӗрентме пуçлаççӗ

Вăтам шкулсенче 5 — 7-мӗш классенче вӗренекенсем 2025 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен истори предмечӗпе хамăр тăрăх историне вӗренме пуçлаççӗ.

Çакăн валли халӗ «Пирӗн ен историйӗ» модуль хатӗрлеççӗ. РФ Çутӗç министерствин кун пирки калакан приказне нормативлă право акчӗсен проекчӗн федераллă порталӗнче пичетлесе кăларнă. 


«Пирӗн ен историйӗ» çӗнӗ курса Раççей халăхӗсен ăс-хакăл культурин никӗсне кӗртме палăртнă. Шкул ачисене тăван ен историне вӗрентнӗ чух пирӗн çӗршыври халăхсен культурин тӗрлӗ енлӗхӗ, йăли-йӗрки, нацисемпе тӗнсен хушшинче килӗшӳ пулмалли çинчен каласа парӗç. Вӗренекенсем çавăн пекех историри тӗрлӗ халăхсем пӗр-пӗрне пулăшипе çыхăннă тӗслӗхсем пирки те пӗлӗç. Çакă ачасене халăхсен хăйнеевӗрлӗхне, тӗнне хаклама, Раççейӗн патшалăх символӗсене хисеплеме вӗрентӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев