Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2025 – Зодиак гороскопӗ

Январӗн 29-мӗшӗнче Китайра Çӗнӗ çул уявне паллă тăваççӗ. Çак кунран пуçласа 2026 çулхи февралӗн 16-мӗшӗччен пырӗ Симӗс Йывăç Çӗлен çулӗ. Хӗвелтухăç гороскопӗпе ку чӗрчун ăслă, сисӗмлӗ, çаврăнăçуллă – хуть мӗнле лару-тăрура та çухалса каймасть. Зодиак паллисен Йывăç Симӗс Çӗленрен мӗн кӗтмелле? Улшăнусем, тӗлпулусем, пысăк пулăмсем нумай пуласси халех паллă. Астрологсем Çӗлен çулне шанăçсен çулӗ теççӗ. Ăспа ӗçлемелли, творчество профессийӗсенчи çынсене ăнать çак çул. Çӗлен асăрхануллă, шайлă пулнине те манмалла мар. Пӗтӗмӗшле илсен 2025 çул пӗлӳ илме, тавракурăма ӳстерме аван. Симӗс Йывăç Çӗлен кăмăлне çавăрас тесен килте çӗлен статуэткине курăнакан вырăнта тытмалла иккен е тата унăн кӗлеткине аса илтерекен капăрлăхсем тăхăнмалла.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Карьера тума, пултарулăхăра пурнăçлама шанăç парать çулталăк хуçи. Çӗнӗ проектсене çăмăллăнах пуçăнăр, анчах çитӗнӳ тума нумай, тăрăшса ӗçлемелле – çакна та асрах тытмалла. Хӗл вӗçленнӗ тӗле кирлӗ çынсемпе туслашни карьерăра ӳсӗм тума май парать. Çуркунне инвестици ăнăçлă хывнипе, хушма тупăш параканни тупăннипе укçа-тенкӗ енчӗкӗре кӗрсе тăрать. Çулталăкăн пӗрремӗш çурринче, уйрăмах çулла, çӗнӗ çынсемпе нумай паллашатăр. Пӗчченнисем романтикăлла тӗлпулусене çӳрӗç. Сывлăха та тимлесех тăмалла: ывăниччен ӗçлемелле мар, канса вăй пухма вăхăт тупмалла.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Кăçал эсир ăс-хакăлăра анлăлатассипе нумай ӗçлетӗр, чунăрта пысăк улшăнусем пулса иртеççӗ. Уйрăмах çулталăкăн пӗрремӗш уйăхӗсенче тӳсӗмлӗх, чăтăмлăх кирлӗ. Йышăну тунă чух та шалти сасса, интуицие тимлемелле. Çуркунне ӗçре лăпкăлăх пӗтет, ку укçа-тенкӗ çине те витӗм кӳрет. Çăлтăрсем перекетлӗрех пулма сӗнеççӗ, хушма ӗç тупни те тăнăçлăха çăлса хăварать. Çӗнӗ ӗçе хăнăхни кăмăла лăплантарать. Харкам пурнăçра йăлт лайăх теме çук: сирӗнтен тимлӗх кӗтекен çывăх çынсем кăмăлсăр пулӗç. Хутшăнусене упрас тесен ӗçпе çемье хушшинче килӗшӳлӗх шырамалла. Çаплах спортпа аппаланмалла, апата суйласа çимелле. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V –21.VI 

Çулталăк асра юлмалли ӗçсемпе пуян пулать. 2025 çул пуçламăшӗнчех профессире пысăк çитӗнӳсем, уйрăмах инвестици тата вӗрентӳ проекчӗсем ăнăçлă. Енчен те хăвăр хастар пулсан пӗр çур çултан карьера тума май пур. Кӗркунне кăмăлăр хуçăлмалли  тупăнӗ – укçа-тенкӗпе теветкелленме ăнăçсăр вăхăт, кредит илме, иккӗленӳллӗ финанс операцийӗсене хутшăнни укçа-тенкӗсӗр хăварать. Шала кайнă чирсем пулсан нерв тытăмне тимлемелле, ывăнмалла мар, сиенлӗ йăласене пăрахăçламалла. Харкам пурнăçра улшăнусем курăнмаççӗ. Çемьеллисен çулталăк ăнăçлă иртет, пӗчченнисен шăпа пӳрнӗ çынпа тӗл пулса мăшăрланма шанăç пур. 

РАК 22.VI – 22.VII

Сирӗншӗн Çӗлен çулӗ çемьене çирӗплетме аван. Кил-çурта хăтлăрах тăвассишӗн, ачăр-пăчăра ăс-тăн парассишӗн тăрăшмалла кăçал. Çулталăк пуçламăшӗнче кил-çуртăра юсама е пачах урăх çӗре куçма ăнăçлă. Çулла çемйӗрпе пӗрле канни сирӗншӗн усăллă пулӗ. Кăçал сирӗн çӗнӗ хобби тупăнӗ, вăл кăмăла кайнипе пӗрлех çемьене хушма тупăш та кӳрӗ. Ӗçре тӗлпулусем, калаçусем, нумай пулӗç, самай вăй хума тӳр килӗ. Анчах канма, тăраниччен çывăрма вăхăт тупмалла. Спортпа аппаланассине те кун йӗркине кӗртмелле, апата суйласа çиме хушаççӗ çăлтăрсем.  Мăшăрсен хутшăнăвӗсем çирӗп, пӗчченнисене хӗрӳллӗ тӗлпулусем кӗтеççӗ. 

АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII 

Пӗтӗмӗшле илсен çулталăк ăнăçлă. Йăнăшсене тӳрлетме, çитӗнӳсем тума усă курмалла унпа. Халь ӗçлекен çӗрте карьера пусмипе çӗкленетӗр е пачах çӗнӗ çӗрте хăвăра лайăх енчен кăтартатăр. Çулталăк пуçламăшӗнчех сирӗн çине пысăк яваплăх тиенет, ӗç калăпăшӗ те самай ӳсет. Çулталăк тăршшӗпе шăпа пӗрре мар тӗрӗслет сире: чăнах та лидер пулма пултаратăр-и е халăр çитмӗ-и? Çакна пулах плансене улăштарма тивет. Енчен те çак лару-тăрура мӗн-тӗр тума хăтланни кăлăхах пулсан çăлтăрсем лăпланса вăй-хала перекетлеме хушаççӗ – вăхăт çитсен ыйтăвӗ хăйех татса парăнать. Халь сывлăха, имиджа ытларах тимлӗх уйăрмалла. Çывăх çынсем Çӗлен çулӗнче тӗрев пулса тăраççӗ, çулталăк тăршшӗпех пулăшса пыраççӗ. Анчах хăвăр хӗрӳллӗ пулнипе-и, хирӗçӳсем, тавлашусем те час-час сиксе тухаççӗ. Юратура, харкам хутшăнусенче пуçаруллăрах пулмалла.  

 ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Финанс, юрату ыйтăвӗсенче çулталăк хуçи пулăшсах пырӗ. Шухăшăрсене пурнăçлама та, пулас çитӗнӳсен никӗсне хывма та ăнăçлă вăхăт халь. Çулталăк варринче карьерăра пысăк улшăнусем пулаççӗ. Тен, пысăкрах должноçа куçарӗç, тен, лайăхрах ӗç сӗнӗç. 2025 çулта сирӗн час-час çула тухма тивӗ. Пысăк хăвăртлăхпа пыракан пурнăç урапи çинчен ӳксе юласран правилăсене пăхăнмалла: тăраниччен çывăрмалла, апата пӗлсе çимелле. Харкам пурнăçра йăлт лăпкă. Мăшăрпа пурăнакансем хутшăнусене çирӗплетме ЗАГСа кайса пичет лартӗç е венчете тăрӗç. Çакна тума çу вӗçӗнче е  кӗр пуçламăшӗнче лайăх. Пӗчченнисене çăлтăрсем васкама хушмаççӗ.

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

2025 çулта сюрпризсем нумай пулаççӗ. Çулталăк пуçламăшӗнче пысăк культура мероприятийӗсене хутшăнатăр, интереслӗ творчество проекчӗсемпе ӗçлеме пуçлатăр. Çавăн пекех кăçал çул çине час-час тухма тӳр килет, интереслӗ çынсемпе паллашатăр. Çитӗнӳ хăйне хăй килет тесе шутлани тӗрӗс мар – вăй хумалла, пуçарулăх та кăтартмалла. Финанс лару-тăрăвӗ тăнăç, укçа-тенке хăвăр тӗлсӗр тăкакласа пӗтермесен. Шанчăклă проектсене инвестици хывни те тупăша ӳстерет. Çулла романтикăпа, çӗнӗ паллашусемпе асра юлать. Çемьеллисем пӗр-пӗрне лайăх ăнланса пурăнсан хутшăнусем çирӗп пулӗç. Юратнă çыннине сахал тимлӗх уйăракансене савнă çыннипе юлма çăмăл пулмӗ. Пӗчченнисене мăшăрланнă чух васкама  хушмаççӗ çăлтăрсем. Сывлăш çулӗсен, вар-хырăм, чӗрепе юн тымар чирӗсенчен асăрханмалла.   

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Питӗ хӗрӳллӗ, тӗрлӗ пулăмсемпе пуян çулталăк пуçланать. Пӗчченнисене интереслӗ паллашусем кӗтеççӗ, вӗсенчен пӗринпе хӗрӳллӗ роман пуçланать. Илӗртекенсем нумай пулӗç, çавăнпа çемьеллисен питӗ сыхă тăмалла. Пӗр сăмахпа, Скорпион-хӗрарăмсене арçынсем, Скорпион-арçынсене хӗрарăмсем çулталăкӗпех куç хывӗç. Çемьери тавлашусем те çулталăкӗпех лăпланмӗç. Сирӗн шав компромисс шырама тӳр килӗ, иккӗрен пӗрне суйлама тивӗ. Финанссем енчен 2025 çул тăнăç. Пысăк тупăш илесси курăнмасть, укçасăр юласран та хăрамалла мар. Эсир Çӗлен çулӗнче хăвăра вăйсăрланнăн, халиччен кăмăл выртнă япаласем патне интерес пӗтнӗн туятăр. Çак паллăсене вăхăтра асăрхăр, çийӗнчех врач патне кайăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII

Çӗлен çулӗнче пысăк çитӗнӳсем тăватăр. Инновациллӗ çӗнӗлӗхсене пула, пысăк компанисемпе контрактсем тунипе карьера, финанс лару-тăрăвӗ лайăхланать. Кунсăр пуçне сирӗн идейăсене тӗнче шайӗнче ырласа йышăнни профессири репутацие çирӗплетет. Çулталăкăн пӗрремӗш уйăхӗсенче çемье статусне çăмăллăнах улăштарма май пур. Туйсене те, пӗр-пӗрне йăлăхтарса çитернӗ мăшăрсен уйрăлăвне те çак вăхăтра çăмăллăн ирттерме пулать. Япшар чӗлхеллӗ, анлă тавракурăмлă пӗччен Ухăçăсене куç хывакансем нумай пулаççӗ. Анчах эсир çемье çавăрасшăнах пулмăр-ха. Шав ӗçре, командировкăсене çӳренипе юратнă çыннăрăн кăмăлӗ те юлӗ.  Çулталăкӗпе сывлăхăр лайăх, анчах сыпăсене тимлесех тăмалла. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Çулталăк пуçламăшӗнчех хăвăрăн принципсене пăхса тухмалла. Карьера тăвассипе те, харкам пурнăçра та – халиччен шанса тытса пынă принципсем тӗрӗсех-и, улшăнусем кирлӗ мар-и? Ӗçтешӗрсемпе, пуçлăхпа хирӗçӳсем пулӗç, çемьере те чашăк-кашăк шакăртатӗ. Сăмахăрсем, ӗçӗрсем тӗрӗс пулнине ӗнентерни ӗçре те, килте те лару-тăрăва лайăхлатӗ. Çакăн пек чух хăвăра лидер пек кăтартмалла. Пӗчченнисем романтика хутшăнăвӗсем шыраççӗ, ӗçри йывăрлăхсем те тытса чармӗç роман пуçлама. Çăва тухаспа романран çемье чăмăртанӗ. Юратнă çыннăр хавхалантарӗ, пулăшӗ. Çăлтăрсем сире 2025 çулта стрессем нумай пуласса асăрхаттараççӗ, çавăнпа хăвăрăн туйăмсемпе тимлӗрех пулăр. Чи кирлине асра тытăр – чылай чухне йывăрлăхсем пулас шанăçсене, çитӗнӳсене кӳреççӗ пире. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II

2025 çул сирӗн ума нумай тӗрӗслев кăларса тăратать, хăвăра айккинчен пăхса хаклама май парать. Пурнăçри приоритетсем тӗрӗсех-и, урăхларах пулмалла мар-и вӗсен? Куллен пурнăçра, профессире усă курма хăнăхусем çителӗклӗ-и, хушма пӗлӳ илмелле мар-и? Тăрăшуллисене, чун хавалне упрама пӗлекеннисене çăлтăрсем тупăш илессе те, карьера пусмипе çӗкленессе те систереççӗ. Харкам пурнăç питӗ килӗшӳллӗ, лăпкă. Çуркунне, çулла паллашнă çынпа романтика хутшăнăвӗсем пуçланаççӗ. Тахçантанпа туслă мăшăрсен çыхăнăвӗ çирӗпленет. Пурнăçри улшăнусем сывлăха витӗм кӳреççӗ. Çавăнпа профилактика çине çителӗклӗ тимлӗх уйăрмалла – медитацисем ирттермелле, спортпа аппаланмалла, уçăлса çӳремелле. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Питӗ яваплă, хумхануллă тапхăр пуçланать сирӗн, анчах кулянма кирлӗ мар. Ыйтусене ăнăçлăнах татса паратăр, пурнăçăр тата тепӗр шай çӳлерех çӗкленет. Çӗнӗ çулта сирӗн юлташăрсен, пӗлӗшӗрсен йышӗ те ӳсӗ. Çуркуннерен профессире ӳсме те май пулать. Е сире çӗнӗ проекта илсе пыма шанӗç, е пысăк должность сӗнӗç. Май уйăхӗнчен финанс сфери те савăнтарать.  Апла пулин те укçа-тенке пӗлсе тыткаламаллине ан манăр. Харкам пурнăçра та савăнăçлă улшăнусем пулаççӗ. Тен, урăх çӗре куçса каятăр, тен, туй тăватăр е тата çемье йышӗ хушăнать. Кӗркуннепе хӗлле çулталăка пӗтӗмлетсе Лаша çулне плансем тăватăр. Пулăсен сывлăхӗ хавшакрах, çавăнпа иммунитета çирӗплетесси çинчен манмалла мар. Чунра лăпкăлăх тытса тăма тăрăшмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп