2027 ҫулта эрнере пилӗк кун ӗҫлекен Раҫҫей гражданӗсене 247 ӗҫ кунӗ, 118 канмалли тата уяв кунӗ кӗтет.
Ку ҫинчен ТАССа «Знание» Раҫҫей обществин Персоналпа ӗҫлекен департаменчӗн директорӗ Маргарита Богданова-Шемраева пӗлтернӗ.
Вăл каланă тӑрӑх, производство календарӗнче çавăн пекех тӑватӑ кӗскетнӗ ӗҫ кунне те палӑртнă: эрнере пилӗк кун ӗçлекенсем февралӗн 20-мӗшӗнче, апрелӗн 30-мӗшӗнче, июнӗн 11-мӗшӗнче тата ноябрӗн 3-мӗшӗнче яланхинчен пӗр сехет сахалрах ӗҫлӗҫ.
Февралӗн 20-мӗшӗ 2027 ҫулта шӑматкуна лекет пулин те вӑл ӗҫ кунӗ пулать. Канмалли куна тунтикуна – февралӗн 22-мӗшне – куҫарма палӑртнӑ. Çавна пула ӗçлекенсем февралӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен виҫӗ кун хушши канӗҫ.
В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев