21 кун хушши вăрмана кӗме юрамасть
Çӗнӗ хыпарсем

21 кун хушши вăрмана кӗме юрамасть

Пушар тухас хăрушлăх пысăккине пула Тутарстанра каллех çынсене вăрмана кӗме чарнă. Çакăн пирки калакан Постановлени çине ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă.

Çапла вара Аксу, Элкел, Элмет, Арск, Павлă, Пӳлер, Пăлхар, Пӗкӗлме, Пăва, Елабуга, Заинск, Ешӗлвар, Ислейтар, Кайпăç, Калекино, Кама, Кзыл-юлдуз, Лайăш, Лениногорск, Лубяны, Мамадыш, Мензеле, Анат Кама, Нурлат, Атăлçи, Пригороднăй, Саба, Теччӗ, Çарăмсан лесничествисене кӗрекен вăрмансене çынсен 21 кун хушши кӗме юрамасть.

Аса илтеретпӗр, апрелӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа Тутарстанра пушара хирӗçле ятарлă режим ӗçлет. Çак тапхăрта типӗ курăк, çӳп-çап пач та çунтарма юрамасть.


противопожарный режим

Нет комментариев