23 куна тăсăлакан наступлени операцийӗ
Шăпах 80 çул каялла, 1945 çулхи апрелӗн 16-мӗшӗнче, 23 куна тăсăлакан Берлин наступленийӗ пуçланнă.
Фронт сарлакăшӗ 300 километра çитнӗ. Вăрăмӗшӗ 100-220 километр пулнă. Талăк хушшинче совет çарӗсем 5-10 километр çапăçса илме пултарнă.
Одер юханшывӗ урлă хывнă кӗперсене нимӗçсем сирпӗтни совет çарӗсемшӗн пысăк чăрмав пулса тăнă. Берлин çывăхӗнчи вырăнсенчен тăшман оборона объекчӗсем тунă, тӗп çулсен кашни километрӗнче икӗ пине яхăн мина вырнаçтарнă. Сăртсем çинче артиллери тăнă, Берлинран вара чăн-чăн крепость туса хунă.
Берлин хулине илессишӗн Хӗрлӗ Çарăн икӗ миллион салтакӗпе офицерӗ çапăçнă. 600 ытла çын Совет Союзӗн Геройӗ ятне илме тивӗçнӗ.
Сăнӳкерчӗк tatmuseum.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев