26-мĕшĕнче Хусанта Чăваш Елки
Хусанта Чăваш Елки декабрĕн 26-мĕшĕнче пулать.Ачасене "Морозко" спектакль кĕтет.Хĕл Мучин парнине илес тесен чăвашла сăвă каламалла е юрламалла.
Çуллен Хусанта чăваш ачисем валли иртекен Чăваш Елки кăçал декабрĕн 26-мĕшĕнче пулать.12 çула çитичченхи ачасене пурне те кĕтетпĕр.Программа: 15 сехетре "Морозко" вырăсла спектакль (Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ), 16 сехетре -Чăваш Елки. Чăвашла сăвă калакан, юрлакан е ташлакан ачасене Хĕл Мучи парне парать.Уяв Хусанти Туслăх çуртĕнче иртет, тÿлевсĕр.Чăваш Елкине ТР ЧНКА йĕркелет.Уява Хусанти, республикăри çамрăк туссене пурне те йыхравлатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев