3 миллионне çухатнă
Анат Камăра пурăнакан 75-ри хӗрарăмăн 3 миллион тенкине шулӗксе улталаса илнӗ. Мессенджерсенчен пӗринче малтан такам шăнкăравласа Украина çарне укçа куçаратăн тесе хăратнă ăна.
Каярах «ФСБ сотрудникӗ» çыхăнăва тухнă. Хӗрарăм никама нимӗнле укçа куçарманнине ӗнентерме хăтлансан, лешсем тактикăна улăштарнă, харпăр даннăйсем шулӗксен аллине лекнипе ултавçăсене тытма пулăшма сӗннӗ. Кун валли шутри мӗнпур укçана «хăрушсăр» шут çине куçармалла иккен ун. Ват хӗрарăм шаннипе хайхисен шучӗ çине 3 миллион тенкӗ укçине куçарнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев