Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

340 пин çын санитарипе экологи икӗ уйăхлăхне хутшăннă

Тутарстанра апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа майăн 31-мӗшӗччен санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ иртрӗ. Çак вăхăтра ирттернӗ экологи мероприятийӗсене республикăра пурăнакан 340 пин ытла çын хутшăннă, 8 пин ытла техникăпа усă курнă, пурӗ 274 пин кубометр çуп-çап пуçтарнă, 200 пине яхăн йывăç лартнă. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче шăматкун иртнӗ канашлура ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Азат Зиганшин пӗлтернӗ.

Хусанти Урицкий ячӗллӗ паркра апрелӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ тӗп субботника 10 пин çын тухнă. Пысăк предприятисем те мероприятисене хастар хутшăннă. Сăмахран, «Казаньоргсинтез» Изумрудное кӳлӗ хӗрринче субботник ирттернӗ, «Татнефть» 29 районта йӗркеленӗ йышăну пункчӗсенчен 214 тонна автопокрышка утилизацие пухса кайнă, Анат Кама районӗнче «Татнефть» тата «Алабуга» 216 гектар лаптăкра «Зелёное кольцо» йывăç лартнă. Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалланă «Эковесна-2026» конкурс шайӗнче 15,5 пин мероприяти йӗркеленӗ.

Республикăра апрелӗн  1-мӗшӗнчен пуçласа надзор органӗсем пурӗ 3 пине яхăн йӗркене пăснине тупса палăртнă, 1,5 пин ыйтăва татса панă. Кашни виççӗмӗш йӗркене пăсни – юраман вырăнта çуп-çуп пăрахни. Административлă майпа 2 пин ытла йӗркене пăсакана явап тыттарнă, 9 миллион тенке яхăн штрафсем  тӳлеттернӗ.

Республика территорине çӗртен, сывлăшран тата шывран тӗрӗсленӗ. «Безопасность дорожного движения» патшалăх бюджет пӗрле 43 хут тӗрӗслеве тухса 110 йӗркене пăснине тупса палăртнă. 2 авиаоблет ирттернӗ, 14 района тӗрӗсленӗ вăхăтра 137 йӗркене пăснине палăртнă. Чукун çулпа 11 района çитсе 97 йӗркене пăснине тупса палăртнă.

Контейнер площадкисене уйрăм тимлӗх уйăрнă. 17 районти 500 ытла лаптăка тӗрӗсленӗ хыççăн кашни иккӗмӗшӗнче йӗркене пăсни  палăрнă, 200 асăрхаттару тата 66 хушу кăларнă.

Экологи министерстви ТР Наукăсен кадемийӗпе тата «Татнефть» пулăшнипе кăçал пилотсăр авиаци системисемпе усă курмалли «Ай Си Эл» пилотлă проекта пурнăçа кӗртет. Республикăн кăнтăр-хӗвелтухăçӗнче тӗрӗслев иртнӗ те ӗнтӗ, 5 йӗркене пăснине тупса палăртнă.

ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев