Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

90-мӗш театр сезонӗ конкурссемпе, фестивальсемпе пуян

Шкул театрӗсем валли «Ӳсӗмсӗр театр» («Театр без возраста») тата çемье театрсем валли «Çемье йăлисем» фестиваль-конкурса Тинчурин театрӗ пӗрремӗш хут йӗркелет.

К.Тинчурин ячӗллӗ драма тата комеди театрӗ 90-мӗш театр сезонне питӗ хӗрӳ пуçларӗ. Шăп паян «Артмиграци» театр фестивалӗ К.Тинчурин яӗллӗ театрӗ Ркаил Зайдулла пьесипе Ильсур Казакбаев лартнă «Ашина» спектакльпе вӗçленет.

Фестивль сентябрӗн 15-24-мӗшсӗнче пырать, çамрăк режиссерсене хавхалантарма пуçарнă ăна. Киров, Санкт-Петербург, Краснодар хулисенчи театрсен ӗçӗсемпе паллашрӗç çак кунсенче хусансем.

                                            ***

 Шкул театрӗсем валли «Ӳсӗмсӗр театр» («Театр без возраста») тата çемье театрсем валли «Çемье йăлисем» фестиваль-конкурса Тинчурин театрӗ пӗрремӗш хут йӗркелет. Ку мероприятие Педагог тата вӗрентекен çулне, К.Тинчурин ячӗллӗ театрăн 90 çулхи юбилейне халалланă. Тӗп тӗллевӗ – К.Тичурин ячӗллӗ театрăн республикăри шкулсемпе çыхăнусене çирӗплетесси.

Конкурса 5 – 11 классенче вӗренекенсем, çемье театрӗсем хутшăнма пултараççӗ. Конкурса тăратакан спектакльсен тутар чӗлхипе пулмалла. Патриотизма, гражданла яваплăха, çемьене хаклама, тăван чӗлхепе историне хисеплеме вӗрентмелле.

Заявкăсене 2023 çулхи октябрӗн 1-мӗшчен karimkonkurs@mail.ru электронлă почтăпа ярса памалла.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ»ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр