Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Абаканран Хусана хӗрӳллӗ салампа

Апрелӗн 5-7-мӗшӗсенче Хусанти К.Тинчурин ячӗллӗ патшалăх тутар драмăпа комеди театрӗнче Хакас республикин артисчӗсем гастрольте пулчӗç


Апрелӗн 5-7-мӗшӗсенче Хусанти К.Тинчурин ячӗллӗ Патшалăх тутар драмăпа комеди театрӗнче Хакас республикин артисчӗсем гастрольте пулчӗç

А.М.Топанов ячӗллӗ Хакас наци драма театрӗ Хусана тăватă спектакль илсе килнӗ: çемьепе пăхма лартнă «Тайна замка на холме» интерактивлă юмах, вуншар çул тӗрлӗ театрта пысăк çитӗнӳпе пыракан «Ханума» (А.Цагарели) музыкăллă комедие (Санкт-Петербург режиссерӗ А.Кладько лартнă) гастролӗн пӗрремӗш кунӗнче кăтартрӗç. Хусан кураканӗ çак спектакле чăнах та час-час пăхать, çитес эрнере, авă Пермь артисчӗсем хăйсен версине кăтартӗç, Хусанти"На Булаке" театр хăйӗнле лартнă. Хакассем 2010 çултанпа çак спектакльпе сцена çине тухаççӗ. Куракансем хаваспах пăхаççӗ ăна. Кулăшла мизансценăсем, тӗп рольте вылякан Алиса Толмачева хӗрӳлӗхӗ зала тыткăнлама пӗлет. Тата шӳпе пӗлсе, вииçеллӗ усă курни те спектаклӗн ăнăçăвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырăн йышăнать. 

Театр вырăсла та5 хакасла та лартать спектакльсене. Хусана та икӗ спектакль вырăсла, иккӗ — хакасла лартнисене илсе килнӗ. Постановкăсен жанрӗсем тӗрлӗ пулни театрăн пултарулăхне искусствăри ӳсӗмне туллин курма май пачӗ. 

Апрелӗн 6-мӗшӗнче М.Булгаков романӗ тăрăх лартнă «Мастер и Маргарита» спектакль пулчӗ. Юлашки вăхăтра çак роман тăрăх лартнă киносем, спектакльсем йышланни сисӗнет. Кинотеатрсенче «Мастер и Маргарита» шавласа иртсе кайрӗ çеç, хулана пӗр театр çакăн пек ятлă спектакльпе килет, хыççăнах тепӗр спектакль — çӗнӗ çултанпа кашни уйăхра «Мастаер и Маргарита» пăхатпăр. Мӗншӗн сцена ӗçченӗсем пӗр-пӗринпе тупăшсах çак романа лартаççӗ? Кун çинчен эпир театрăн тӗп режиссерӗнчен Тимур Казановран ыйтрăмăр. Вăл çакна драматургсем çитменнипе ăнлантарчӗ. Çавăн пекех романра хускатакан ыйтусем нумайăшне интереслентерни спектакль лартма хавхалантаракан сăлтав тесе шутлать. Ытти театрсенчен хакассем уйрăлса тăнине те асăнчӗ. «Мастер и Маргарита» лартакансем Воланд сăнарӗ çинче чарăнса тăраççӗ пулсан, Хакас наци театрӗ Турă çине пусăм тăвать. 
Чăнах та романа Т.Казанов куракана интересленмелле лартнă — хусансем билетсене тахçан малтан туянса пӗтернӗ. 

«Алтын Арыф» хакас халăхӗн эпосӗ тăрăх Татьяна Майнагашева çырнă «Хуу инейнин толлери» («Коралл шăрçин çемми») пьесине Юрий Майнагашев лартнă. Спектакль хакас чӗлхипе пынă. 

Паттăрсен виçӗ ăрăвӗ çинчен каласа парать спектакль. Вӗсенчен пӗри, Алтын Арыг ятли,асамлă майпа шурă ту хысакӗнчен çуралнă. Çак хӗрарăм-паттăр ентешӗсен ирӗклӗхӗшӗн, телейӗшӗн паттăрла ӗçсем тăвать.

«Ханума» спектакль умӗн гастроле килнӗ хăнасем А.М.Топанов ячӗллӗ Хакас наци драма театрӗн тӗп режиссерӗ Т.Т. Казанов, театр директорӗ В.В.Чустеев тата К.Тинчурин ячӗллӗ драмăпа комеди театрӗн директорӗ Ф.Н.Мусагитов журналистсемпе тӗл пулчӗç. Хăйсем çинчен каласа пачӗç, ыйтусене хуравларӗç.
Хальхи гастрольсене РФ Культура министерствин Пӗтӗм Раççейри гастрольпе концерт планӗпе регионсен хушшинчи «Большие гастроли» программипе «Росконцерт» патшалăхăн федераллă бюджетлă культура учрежденийӗ (ФГБУК) йӗркелени çинчен каласа пачӗç хакассем. «Çӗршывра 700 театр кăна мар, вӗсенчен 200 театрӗ çеç çак проектпа усă кураять. Эпир тăваттăмӗш çул ку проектра. Ку пире гастрольсене çӳреме май парать», — каласа пачӗ Владимир Владимирович. Çав вăхăтрах хальхи гастрольсем хире-хирӗçле иккен. 

«Хакас Республикинче тутарсем йышлăн пурăнаççӗ, анчах Хусантан тутар театарӗсем гастрольте чылайранпа пулман пирӗн патра», — тесе ӳпкелешрӗ директор. Ку çитменлӗхе кăçал пӗтереççӗ — Апрель вӗçӗнче К.Тинчурин ячӗллӗ театр Абакана çул тытать. Апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуçланаççӗ гастроль кунӗсем. 

Сăнӳкерчӗк К.Тинчурин ячӗллӗ театрăн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр