Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Абилимпикса» хутшăнма 800 ытла заявка панă

«Абилимпикс» профессиллӗ ăсталăх чемпионатне хутшăнма ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсенчен 28 компетенципе 800 ытла заявка килнине пӗлтереççӗ йӗркелӳçӗсем.

СВО ветеранӗсен хушшинчи ăмăрту кăçал та Хусанта çулла иртет. Хальхи вăхăтра регионти тапхăрсем пуçланнă, унта СВО ветеранӗсем «специалисты» категорири тӗрлӗ компетенцие хутшăнаççӗ. Кашни регионта хӳтӗлевçӗсене хатӗрленме, вăй-хăвата уçса пама май паракан вӗрентӳ пулăшăвӗ йӗркелеççӗ.

«Чемпионат пирӗн хӳтӗлевçӗсене çӗнӗ профессие алла илме, пултарулăха кăтартма май парать. Сывлăх енчен çирӗпех мар пулсан та паттăрсем обществăна усă кӳме, тулли пурнăçпа пурăнма тăрăшаççӗ. «Абилимпикс» – ветерансемшӗн ориентир тата хавхалану çăлкуçӗ», – палăртнă РФ Оборона министрӗн çумӗ, «Защитники Отечества» фондăн председателӗ Анна Цивилева.

Пӗрремӗш хут СВО пайташӗсем валли йӗркеленӗ професси ăсталăхӗн чемпионачӗ Хусанта пӗлтӗр июль уйăхӗн вӗçӗнче иртнӗ, унта 400 ытла çын хутшăннă. Аса илтеретпӗр, профмастерство чемпионачӗсем «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчӗ шайӗнче иртеççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: абилимпикс Герои СВО чемпионат