Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ачаллă çемьесене парăнакан çӗнӗ тӳлев

Июнӗн 1-мӗшӗнчен Раççейре, çав шутра Тутарстанра та, социаллă пулăшăвăн çӗнӗ мери ӗçлеме пуçланă. Тӳлеве икӗ е ытларах ача ӳстерекенсем илме пултараççӗ. Вăл «Семья» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн парăнать.

18 çула е 23 çула çитмен (куçăмсăр вӗренсен)  икӗ е ытларах ачана пăхса ӳстерекен ӗçлекен ашшӗ-амăшӗ (çав шутра усрава илекенсем, опекунсем тата попечительсем те) иккӗшӗ те тӳлеве илме пултараççӗ. Заявлени çыраканăн тата ачасен Раççей гражданӗсем пулмалла. Ашшӗ-амăшӗн официаллă майпа ӗçе вырнаçмалла, тупăшран налог  тӳлемелле тата алимент парăмӗ пулмалла мар.

Тӗп услови – тупăш шайӗ. Çемьен çын пуçне тивекен вăтам тупăш регионти пурăнмалли чи пӗчӗк виçерен пӗрре çурă хут ытла пулмалла мар.

Тӳлеве  илме пултарнине пӗлес тесен çак формулăпа усă курмалла: çын пуçне тивекен вăтам тупăш = (çемьен çулталăкри тупăшӗ ÷ 12) ÷ çемьере пурăнакансен шучӗ.

Тӗслӗхрен: Тăватă çынран тăракан çемье Тутарстанра пурăнать. 2025 çулхи пурăнмалли минимум Тутарстанра 15 073 тенкӗпе танлашнă. Ашшӗ-амăшӗ иккӗшӗ те пӗлтӗр 32 000-шер тенкӗ ӗç укçи илнӗ, урăх тупăш пулман. Çемьен çын пуçне тивекен вăтам тупăшӗ 16 000 тенкӗпе танлашать. Ку регионта пурăнмалли чи пӗчӗк виçерен (22 609,50 тенкӗ) сахалрах, эппин, çемье тӳлеве илме  тивӗç пултарать.

Çулталăк хушшинче ӗç укçинчен стандартлă ставкăпа (13 процент)   НДФЛ тытăнса пырать, анчах çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх налога  6 процента таран  чакараççӗ, ыттине патшалăх çемьене тавăрса парать.

Сăмахран, мăшăрсенчен пӗри 2025 çулта НДФЛ кăлариччен уйăхне 32 000 тенкӗ ӗç укçи илнӗ пулсан çулталăкра унран 49 920 тенкӗ налог тытăнать. Ăна 6 процент ставкăпа шутласан 23 040 тенкӗ пулать, 26 880 тенкине çемьене каялла тавăрса памалла.

 2025 çулшăн тӳлеве илме заявление кăçал июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 1-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Ăна «Госуслуги» портал урлă, МФЦра е Раççей Социаллă фончӗн Тутарстанри уйрăмӗнче çырма пулать.

Вӗсене пăхса тухмалли вăхăт – 10-30 ӗç кунӗ, тӳлеве пилӗк ӗç кунӗ хушшинче шут çине  куçараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: нац проект #Семья выплаты семьям с детьми