Ачасем амăшӗсене савăнтарчӗç
Ноябрӗн 28-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел вăтам шкулӗнче Анне кунне халалласа «Чӗрери юратупа» ятпа театрализациленӗ представлени лартрӗç вӗренекенсем. Шкул директорӗн воспитани енӗпе советникӗпе Л.Н.Черновăпа уроксем хыççăн питӗ тăрăшса хатӗрленчӗç ачасем. Хăйсен аллипе парнесем те хатӗрлерӗç.
Куракансем тӗп сăнарсемпе пӗрле Юр королевăн патшалăхне лекрӗç. Сивӗ чунлă майран ачасене хăй патне хăварса вӗсен амăшӗ вырăнне пулас тет. Анчах та ачасем анне пулма çăмăл маррине, вăл юратакан, тăрăшакан, вӗрентекен, тӗрев паракан, кӗтекен, пăшăрханакан, ачишӗн тем те тума хатӗр çын пулнине ӗнентерме пултарчӗç. Анне çинчен сăвăсем, юрăсем янрарӗç, ташшисене те чи хаклă çыннисене халалларӗç ачасем.
Анне çинчен янранă сăвă-юрă Юр королевăн сивӗ чӗрине ăшăтма пултарчех, пăр куписем вырăнне чечексем шăтса тухрӗç. Тӗп сăнарсем вара килне таврăнчӗç.
Шкул ачисем хăйсен номерӗсем амăшӗсене килӗшчӗр тесе питӗ тăрăшрӗç. Хӗрачасем халăх ташши ташларӗç, 3-мӗш классем такмак каларӗç, 1-мӗшсем аннене халалланă сăвăсем вӗреннӗ. Пирӗн шкул çăлтăрӗсем «Нано-техно» ташă ташласа пачӗç. 4 – 6-мӗшсемпе 10-мӗшсем илемлӗ юрăсемпе савăнтарчӗç.
Уява хатӗрлесе ирттерессинче класс ертӳçисен тӳпи пысăк. Пурне те тав тăватпăр.
Уяв концерчӗ вӗçленсен ачасем амăшӗсене хăйсен аллипе тунă парнесем пачӗç. Çак мероприяти амăшӗсемпе асламăшӗсемшӗн, кукамăшӗсемшӗн чăн-чăн уяв пулчӗ. Концерт вӗçленсен амăшӗсем пӗрле шăкăл-шăкăл калаçса чей ӗçрӗç, хăйсен пурнăçӗнчи историсене аса илчӗç.
Лидия ЧЕРНОВА,
Кивӗ Ӳсел вăтам шкул директорӗн воспитани енӗпе советникӗ.
Аксу районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев