Ачасем квадроциклпа аварие лекнӗ
Ку инкек нумаях пулмасть Пӗтреç районӗнче пулнă. Квадроциклпа пыракан 15-ри хӗр тăрук автомобиль çулӗ çине сиксе тухнă та çăмăл машинăпа çапăннă.
Çумӗнче ларса пыракан 12-ри шăллӗ вырăнтах вилсе кайнă, йывăр аманнăскере хăйне больницăна леçнӗ. Кощаково ялне хăнана килнӗ ачасем амăшӗн квадроциклӗпе çывăхри заправкăна кайма тухнă пулнă.
Аслă çулсем çине тухма юраман квадроцикл та хăрушă транспорт пулнине маннă пуль çав ачасем.
Патшалăх автоинспекцийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, кӗçнерникун каçпа Хусанта Вознесени тракчӗ çумӗнчи çул çинче пысӑках мар Багги çӑмӑл автомашинăпа пыракансене тытса чарнă. Руль умӗнче каллех çула çитмен ача, унӑн пассажирӗ 39 çулхи ашшӗ пулнӑ. Вӑл ачана çул çинче ярӑнма ирӗк панине пӗлтернӗ. Ашшӗ ячӗпе административлӑ протокол çырнă, ачана учета тӑратассине çывăх вăхăтра пăхса тухӗç, транспорта ятарлă стоянкӑна ăсатнă.
Çакна манар мар, ансат правилăсене асра тытни ачасене тӗрӗс-тӗкел ӳссе çитӗнме май парать.
«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкӗрчӗк
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев